Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Итогсене пĕтĕмлетнĕ

05 марта 2005 г.

 

Иртнĕ çулталăк пуçламăшĕнче ЧР Президенчĕ яллă вырăнсенче пурăнакансене ĕçпе лайăхрах тивĕçтерес тата ĕç эффективлăхне ÿстерес тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен ятарлă Указ кăларнăччĕ. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ яллă вырăнсенче ĕçе чи лайăх йĕркелекенсене палăртмашкăн республикăри конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ, унăн положенине çирĕплетнĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ муниципаллă шайра иртнине шута илсе, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн иртнĕ çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчи 643-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе конкурс ирттермешкĕн тата унăн итогĕсене пĕтĕмлетмешкĕн районти комиссие туса хунă, унăн составне çирĕплетнĕ.

Февралĕн 28-мĕшĕнче районти комисси конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Районти конкурса 15 ял администрацийĕнчен 17 Программа тăратнă. Вĕсене пăхса тухса, комисси республикăри конкурса хутшăнмашкăн çак ялсен Программисене тăратма йышăннă:

- Йÿçкасси ял администрацийĕнчи Йÿçкасси сали;

- Йÿçкасси ял адинистрацийĕнчи Анатри Панкли ялĕ;

- Муркаш ял адинистрацийĕнчи Муркаш сали;

- Хорнуй ял адинистрацийĕнчи Хорнуй ялĕ;

- Уйкас Янасал ял адинистрацийĕнчи Ваçкасси ялĕ;

- Катькас ял адинистрацийĕнчи Кораккасси ялĕ.

Комисси конкурса хатĕрленсе ирттерес енĕпе Шурча, Мăн Хураçка, Турай, Шашкар тата Москакасси ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем çителĕксĕр ĕçленипе палăртса хăварнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика