Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăрăхсене улăштарма палăртнă

05 марта 2005 г.

 

Пире кулленхи пурнăçра ĕçре те, килте те тивĕçлĕ условисем кирлĕ. Килте хăтлă пултăр тесен ăшă та, шывĕ те, ытти пулăшусем те пулмалла. Анчах та юлашки вăхăтра Гагарин урамĕнчи нумай хутлă çуртра ир-каç шыв çукки пирки хыпар çитрĕ. Çынсен кăмăлне тивĕçтерес тесе район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсенче район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçипе Н.В. Любимовпа тĕл пулнă, çак ыйтупа кăсăкланнă.

- Николай Валентинович, çав микрорайонта шыв çуккине мĕнпе ăнлантаратăр?

- Чăн та, Гагарин урамĕнчи 20-мĕш çуртра çÿлти хутра пурăнакансем ир-каç, пĕтĕм халăх шывпа усă курнă вăхăтра, шыв çуккипе тертленеççĕ. Кун пирки вĕсем Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятине коллективлă çырупа та тухнăччĕ. Ку кварталти шыв башнисем Гагарин, Чапаев, Ленин тата ытти урамсене, тĕрĕсрех каласан, çак тăрăхри хваттерсемсĕр пуçне мĕн пур харпăр хăй килĕсене те шывпа тивĕçтереççĕ. Гагарин урамĕнчи 20-мĕш çурт патне пыракан шыв пăрăхĕн диаметрĕ (сечени) пĕчĕк пулнă пирки пурин патне, уйрăмах çÿлти хутсене ир-каç шыв çитеймест. Шыв пăрăхĕсене малтан хунă чух ку çуртсем пулман, вăл вăхăтра шыв çителĕклĕ пулнă.

- Çынсем патне шыв йĕркеллĕ пырса тăтăр тесе мĕн тума шутлатăр;

- Ун пирки эпир сахал мар шутланă. Пĕтĕмĕшле çапла калама пулать. Шыв йĕркеллĕ пытăр тесен пăрăхсене çĕнетсе улăштармалла.

Иртнĕ çулта сентябрь уйăхĕнче ЧР Президенчĕ «Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» Указ йышăнчĕ.

Çавăнпа та 2005-2008 çулсене пирĕн районта та ку енĕпе нумай ĕçсем пурнăçламалла. Хальхи вăхăтра шыв пăрăхĕсене улăштарма проектсем хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Çитес çулсенче, республика программине кĕрсе район центрĕнче шыв пăрăхĕсен пĕтĕм системине çĕнетсе улăштарма палăртнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика