Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк предпринимательствăна малалла аталантармаллах

05 марта 2005 г.

 

Кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕнче пĕчĕк предпринимательствăра вăй хуракансем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, проблемисем, ытти ыйтусем тĕлĕшпе тухса тăракан йывăрлăхсем пирки пĕрле калаçса сÿтсе явмашкăн пухăнчĕç.

Кĕске справка. 2005 çул пуçламăшĕ тĕлне районта пĕчĕк предприятисен хисепĕ 52 пулнă, унчченхи çулхипе танлаштарсан вĕсен хисепĕ 17 ÿснĕ. Асăннă предприятисенче тăтăшах ĕçлекенсен йышĕ 579 çын чухлĕ, çав шутра промышленность отраслĕнче 302 çын, строительствăра 100 çын, суту-илÿпе обществăлла апатланура 110 çын вăй хурать.

Иртнĕ çул пĕчĕк предприятисем 89 миллион тенкĕлĕх промышленность продукцийĕ туса кăларнă тата тĕрлĕрен услугăсем панă, ку вăл районти пĕтĕмĕшле производство калăпăшĕн 37 проценчĕ чухлĕ.

Пĕчĕк предприятисем пĕлтĕр мĕн пур шайри бюджетсене 12,6 миллион тенкĕлĕх налуксем тÿленĕ, çав шутра район бюджетне – 1,6 миллион тенкĕ.

Семинар-канашлăва, çавăнпа пĕрлех вĕренĕве те (мĕншĕн тесен пĕчĕк предприятисен ертÿçисем тата предпринимательсем умĕнче тĕрлĕ шайри специалистсем тухса калаçрĕç, сĕнÿсем пачĕç, ыйтусене хуравларĕç) район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова уçрĕ. Пĕчĕк предпринимательствăн паянхи пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ мĕн тери кирлине палăртса, вăл çак отрасльте вăй хуракансене ăнăçу сунчĕ, район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас тĕлĕшпе вĕсем малашне те хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хывассине шанни çинчен пĕлтерчĕ.

Паянхи куна районта пĕчĕк предпринимательство мĕнле шайра пулнине, унăн малашлăхри аталанăвне, умра тăракан задачăсемпе тĕллевсене район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова пĕтĕмлетрĕ, пур енлĕ тишкерчĕ.

Уçăмлатса каласан, вăл çакна палăтрĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 474 уйрăм предпринимателе регистрациленĕ. Вĕсенчен 80 проценчĕ суту-илÿре, 14 проценчĕ производствăра, 3 проценчĕ тĕрлĕрен грузсем турттарнă, документсене компьютерпа наборланă çĕрте, обществăлла апатланура т. ыт. те вăй хурать. А.И. Быков, Л.Л. Пугачев, Е.Ю. Захаров, А.С. Портнов, Н.А. Павлов, И.Н. Никитин, Э.И. Баранов, Л.Г. Сорокин, А.Н. Кудряшов предпринимательсем хăйсен автомашинисемпе пассажирсене 17 направленипе турттарса çÿресе куллен 76 рейс тăваççĕ. Пассажирсем турттарассин çаврăнăшĕ иртнĕ çул 771 пин пассажир-километрпа танлашнă, унчченхи çулхинчен 12 процент ÿснĕ.

Столяр, сĕтел-пукан изделийĕсем хатĕрлессипе А.Н. Краснов, С.П. Исаев, В.М. Столяров, А.А. Иванов, Ю.И. Тихонов, Н.Л. Царев предпринимательсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Услугăсем парасси те тĕрлĕ енлĕ. Автотранспорт хатĕрĕсене юсассипе тата пăхса тăрассипе П.Т. Терентьев пултаруллă, Москакассинчи шиномонтаж пункчĕ (В.Г. Михайлов), Рыккакассинчи автосервис пункчĕ (Э.В. Мочалов) – пултаруллă вăй хураççĕ, Н.В. Еропанов компьютер вăййисемпе приставкисем енĕпе услугăсем парас, компьютерсене юсас тата пăхса тăрас енĕпе ырă ята тивĕçнĕ.

Районта халăх, ал ĕç ăстисем те сахал мар, тĕрлĕ шайри выставкăсенче палăрнăскерсем. Вĕсен шутне чи малтанах М.Н. Пушкарева (çемçе материалтан теттесем тăвасси), Р.А. Макарова (çыхасси-тĕрлесси), П.Я. Мазуркин (йывăçран тĕрлĕ изделисем касса хатĕрлесси), А.А. Иванов (декоративлă çуртасем хатĕрлесси), Ю.П. Ефремов (хăваран тĕрлĕ изделисем çыхса хатĕрлесси), И.П. Афанасьев (ÿкерчĕк-картинăсем сăрласа тăвасси, гипсран тата тăмран изделисем хатĕрлесси), Н.Л. Яковлев (художник), М.М. Дмитриев (художник), И.В. Егорова (тĕрлĕ изделисене çырса капăрлатасси) т. ыт. те кĕреççĕ. Ал ĕç ăстисене хăйсен продукцине реализацилеме пулăшас тĕллевпе Мăн Сĕнтĕр райповĕн «Сĕтел-пукан» тата Калайкасси магазинĕсенче ятарлă уйрăмсем (пайсем) уçнă.

Професси ăсталăхĕн республикăри конкурсĕнче хĕрарăмсен çăмăл çи-пуçне çĕлекенсем хушшинче Анастасия Смирнова палăрнă, тав çырăвĕпе хаклă парнене тивĕçнĕ. Район центрĕнче Йăла çуртне реконструкциленĕ хыççăн халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессине лайăхлатмашкăн шанчăк пысăкланчĕ.

Пĕчĕк предпринимательствăна аталантарас тĕллевпе ятарлă программа йышăнса çирĕплетнĕ, координаци канашне туса хунă.Иртнĕ çул çак канашăн виçĕ ларăвне ирттернĕ, тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнă, татса панă. Сăмахран, предпринимательсене район администрацийĕ хута кĕнипе 13 бизнес-плана тÿлевсĕр хатĕрлесе ĕçе кĕртме ирĕк панă. Пĕчĕк предпринимательствăн 12 субьектне 349,4 тăваткал метр (60,2 пин тенкĕлĕх) пурăнмалли мар çурт-йĕре арендăна панă. 7 предприниматель суту-илÿ павильонĕсем тума ирĕк илнĕ.

Пĕчĕк предпринимательствăра çĕнĕрен 65 ĕç вырăнĕ уçнине  те палăртма кăмăллă. Сăмахран, «Заря» ООО пĕлтĕр 15 çĕнĕ ĕç вырăнĕпе, уйăхра вăтамран 5 пин тенкĕ ĕç укçипе тивĕçтернĕ. Предприяти ертÿçи П.П. Терентьев çĕнĕ услугăсем парассипе çине тăрса тимлет (автозапчаçсемпе, строительство материалĕсемпе, апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтересси, пурăнмалли çурт-йĕрпе ытти çурт-йĕр тумашкăн кредитсем парасси т. ыт. те).

Иртнĕ çул çĕнĕрен уçăлнă суту-илÿ предприятийĕсенче: «Визит» (Л.В. Николаева предприниматель), «Регион-21» кафе (Л.В. Царева), «Елена» магазинпа йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пункт (М.Н. Юрусова, Мăн Сĕнтĕр) халăха тĕрлĕ пулăшăва вăхăтра парассине лайăх йĕркеленĕ. Кунта вăй хуракансем тавар туянакансемпе вашават, таварсен ассортиментне çĕнетсех тăраççĕ. Н.А. Кожевников («Родничок»), Л.В. Николаева («Визит»), В.В. Кириллов («Еленушка» тата «Аленушка») предпринимательсен предприятийĕсенче сезонри таварсене йÿнĕрех хаксемпе сутасси, «Чи çамрăк тавар туянакан» тата ытти акцисем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. М.В. Васильев, П.Т. Терентьев, Л.В. Царева, М.М. Мигушова, Т.М. Бардасова, Л.Г. Ильгечкин, И.Н. Никитин, Л.В. Николаева тата ытти хăш-пĕр предпринимательсем ача-пăча учрежденийĕсене, больницăсемпе вĕрентÿ учрежденийĕсене укçа-тенкĕпе тата ытти енĕпе пулăшас тĕллевпе пĕлтерĕшлĕ тÿпе хываççĕ.

«Воюн» хресченпе фермер хуçалăхĕ (ертÿçи В.И. Пушкин) кăларакан кăлпасси изделийĕсене  хамăр районта кăна мар, кÿршĕллĕ районсенче те кăмăлласах туянаççĕ. В.В. Отенов тата В. Бархаткин фермерсем тĕштырăпа çĕр улми çитĕнтерес енĕпе ăнăçлă.

Çав вăхăтрах хăш-пĕр предприятисенче (Москакассинчи В.Г. Михайловăн «Магма-2» ООО, Рыккакассинчи Э.В. Мочаловăн автосервисĕ т. ыт. те) вăй хуракансен ĕç условийĕсем нормативлă требованисене тивĕçтермеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ асăннă предприятисен ĕçне район администрцийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕсенче пăхса тухнă, çитменлĕхсене пĕтерме сĕннĕ.

Семинар-канашлура ЧР Экономика аталанăвĕн, Социаллă политика министерствисен, ытти ведомство представителĕсем, район администрацийĕн пайĕсен, санэпиднадзор центрĕн, налук инспекцийĕн, перекет банкĕн спецалисчĕсем т. ыт. те пĕчĕк предпринимательствăра вăй хуракансене панă канашсемпе сĕнÿсем, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарни пуриншĕн те усăллă пулчĕ.Питех те шел, вĕсене итлесе ăша хывакансен йышĕ пысăках пулмарĕ, мĕншĕн тесен предпринимательсенчен чылайăшĕ асăннă мероприятие хутшăнма кăмăл туман та.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика