Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕклĕ майпа кĕрешмелле

02 марта 2005 г.

 

Мартăн 5-мĕшĕнче Муркашри Спорт çуртĕнче хамăр районти воин-афганецсене асăнса тата Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине  чысласа ирĕклĕ майпа кĕрешессипе  республикăри ăмăрту иртет. 9 сехетре ăмăртăва хутшăнакансене виçме пуçлаççĕ. Ăмăрту хаваслă лару-тăрура  10 сехетре уçăлать. Тытăçусем 11 сехетре пуçланаççĕ.

Ăмăртăва 1989-1990 çулсенче çуралнă  яшсем 44, 48, 52, 60, 65, 70 килограма çитичченхи виçе категорийĕсенче хутшăнаççĕ.

1992 çулхи тата кĕçĕнрех арçын ачасем 22, 25, 28, 31, 36, 40  килограма çитичченхи виçе категорийĕсенче кĕрешеççĕ.

1992 çулхи тата аслăрах хĕрачасем 34, 60 килограма çитичченхи виçе категорийĕсенче хутшăнаççĕ.

Команда представителĕн ăмăрту кунĕнче врач, ертÿçĕ алă пусса çирĕплетнĕ ятран  çырнă справка, вĕренекенĕн справкине, классификацине çирĕплетекен кĕнекене кăтартмалла. Малтанхи заявкăсене 2-24-65 телефонпа тăратмалла. Асăннă положение официаллă майпа ăмăртăва чĕнни тесе йышăнмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика