Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси виçи хăпарчĕ.

26 февраля 2005 г.

 

Мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенсионерсен пенси виçи хăпарчĕ. Хăш категорие кĕрекенсен мĕн чухлĕ ÿсет вăл. Шăпах çакăн пирки каласа пама ыйтрăмăр РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн ертÿçинчен Е.М. Александроваран:

- 2005 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнчи 3-ФЗ  номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн ĕç пенсийĕн база пайĕн калăпăшне тата 2005çулта ĕç пенсийĕн база тата страхланă пайĕсене индексацидемелли йĕркепе çирĕплетнĕ.

Пенси виçине кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа индексацилемеллеччĕ. Халĕ акă, пенсие вăхăт çитичченех ÿстереççĕ.

Чи малтанах пенси реформи пуçланнăчух 2001 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи 173-ФЗ номерлĕ «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн ватăлсан паракан ĕç пенсийĕн база пайĕ 450 тенкĕпе танлашнăччĕ. Çак саккунпа килĕшÿллĕн пенсин база пайне индексацилемелли коэффициентсенче РФ Правительстви палăртать. Пĕр хутчен çеç мар индексациленĕ Хыççăн иртнĕ çулхи августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕç пенсийĕн база пайĕ 650 тенкĕпе танлашрĕ.

Пенси фончĕн 2005 çулхи бюджетĕнче пенси ÿстермелли укçа-тенкĕне пăхса хăварнă. Акă, вăтамран паракан ĕç пенсийĕн база пайне апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 3,5 процент чухлĕ ÿстерме палăртнăччĕ. Çапла вара кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа база пайĕ 719 тенкĕпе танлашнăччĕ. Анчах та 2005 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнчи 3-ФЗ номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» Федераллă саккуна улшăнусем кĕртрĕç. Çапла вара ватăлсан паракан ĕç пенсийĕн база пайĕ кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 900 тенкĕ пулать. Апла пулсан пенс и вăхăт çитичченех 36,4 процент чухлĕ хăпарать.

- Пенси виçи пур пенсионерсен те хăпарать-и?

- 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенсионерсен пур категорийĕн те пенси виçи хăпарать. Ватăлсан паракан ĕç пенсине илекенсен, ĕçлеслĕхне иккĕленнин 2 степень инваличĕсен 240 тенкĕ чухлĕ ÿсет. 80 çула çитнисен, çавăн пекех 3 степень инваличĕсен вăл 480 тенкĕ чухлĕ хăпарать. 1 степень инваличĕсемпе вилнĕ çемьене тăрантараканăн ĕçлеме пултарайман çемье членĕсене паракан пенси виçи уйăхне  120 тенкĕ чухлĕ хăпарать. Инвалида тухнине пула тата ватăлсан паракан пенсие илсе тăракансен, вĕсен ĕçлеме пултарайман инвалидсем пулсан, 80 тенкĕ хушăнать.

- Елана Михайловна, çапла вара пенсин база пайĕсен камсен миçепе танлашать?

- Ватăлсан паракан пенси илекен база пайĕ, иждивенец çук пулсан, 900 тенкĕ, пĕр иждивенецпа 1200, иждивенец иккĕ пулсан 1500 тенкĕпе, иждивенец виççĕ е ытларах пулсан 1800 тенкĕпе танлашать.

80 çулхисен е аслăраххисен иждивенец (малалла И. тетпĕр) çук пулсан 1800 тенкĕ, пĕр И. Пулсан 2100 тенкĕ, икĕ И. пулсан 2400 тенкĕ, 3 И. пулсан 2700 тенкĕ пулать.

3 степень (1 ушкăн) инваличĕсен И. çук пулсан 1800 тенкĕ, пĕр И. пулсан 2100 тенкĕ, акă И. пулсан 2400 тенкĕ, 3 е ытларах И.  пулсан 2700 тенкĕ пулать.

2 степень (2 ушкăн) инваличĕсен И. çук пулсан база пайĕ 900 тенкĕпе, пĕр И. пулсан 1200 тенкĕпе икĕ И. пулсан 1500 тенкĕпе, 3 е ытларах И. пулсан 1800 тенкĕпе танлашать.

1 степень (3 ушкăн) инваличĕсен И. çук пулсан 450 тенкĕ, пĕр И. пулсан 750 тенкĕ, икĕ И. пулсан 1350 тенкĕ пулать база пайĕ.

Хăр тăлăхсене ку сумма 900 тенкĕпе танлашать, кашни ача пуçнех  çавăн чухлĕ тивĕçет вăл. Çемьен ытти членĕсем вара вăл 450 тенкĕ пулать, кашни ача пуçне çакăн чухлĕ сумма пулать.

Тата çакна каласа хăварас килет: мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенси парса тăракан пенси тата ĕç пенсийĕн база пайне тĕпе хурса палăртакан ытти тÿлевсен калăпăшĕсем те ÿсеççĕ (инвалида тухсан, çемьене тăрантаракан вилсен паракан енсисем).

Чăваш Республикинче 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенси вăтамран 230 тенкĕ чухлĕ ÿсет те вăтам пенси 2088 тенкĕпе танлашать. Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсен пенсийĕ Те, палăрмаллах хăпарать: 860 тенкĕ чыухлĕ ÿсет те 4870 тенкĕпе танлашать. Тăлăх арăмсен пенси виçи 720 тенкĕ чухлĕ хăпарать, вăтамран 3860 тенкĕпе танлашать.

Районĕпе илсен вара пенси вăтамран 288 тенкĕ чухлĕ ÿсет, вăтам пенси 1888 тенкĕпе танлашать.

Çапла вара Чăваш Республикинче пурăнакансене пенси пама каяканхушма сумма мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа уйăхне 97 миллион тенкĕпе танлашать. Халĕ Пенси фончĕн органĕсем пенсиеçĕнĕрен шутлассипе ĕçлеççĕ. Мартри пенси укçине вăхăтрах параççĕ.

- Пенси виçи тата хăçан хăпарма пултарать?

- 2005 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнчи 3-ФЗ номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн пенсие тепĕр хут кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен хăпартма палăртаççĕ. Ĕç пенсийĕн база тата страхланă пайĕсене индексацилемелли коэффициентсене РФ Правительстви палăртать.

- Тавах, Елена Михайловна, ăнланмалла каласа кăтартнăшăн.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика