Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсенчен хăрама хăнăхман

26 февраля 2005 г.

 

Юлашки çулсенче ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем умне нумай йывăрлăхсем тухса тăчĕç. Ял хуçалăх техники çав тери хаклă пулнипе ăна чылай хуçалăхсем илеймеççĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ питĕ йÿнĕ. Çакăн пек саманара ертÿçĕре ĕçлеме те çăмăл мар. Анчах та çирĕп кăмăллисем, ыранхи кун пирки шутлакансем, çав-çавах малашлăха пăхса ĕçлеççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тăрăшаççĕ.

Çакăн пек ертÿçĕсенчен пĕри – Н.В. Потряков. Николай Витальевич Москакассинче хресчен çемйинче çуралнă. Амăшĕ, Вера Степановна, пăру пăхнă çĕрте пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Ленин орденне тивĕçнĕ. Ашшĕ те, Виталий Семенович, хуçалăхра ĕçленĕ.

Н. Потряков та тăван ялтан аякка кайма шутламан. Москакассинчи шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Етĕрнери 25-мĕш СПТУра 2 çул вĕренсе анлă профиллĕ тракторист-машинист специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн пĕр тапхăр плугарьте ĕçленĕ.

Хĕсмете каяс умĕн çар комиссариачĕ янипе шофера вĕреннĕ, çарта Германинче водитель пулнă. Киле таврăнсан та «Передовик» хуçалăхра водительте ĕçленĕ, машинăпа трактор паркне ертсе пынă, пĕрремĕш уйрăм управляющийĕ пулнă. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа хăйĕн пĕлĕвне ÿстернĕ. Чулхулари автотранспорт техникумне пĕтернĕ.

Кирек ăçта вăй хурсан та çын пултарулли тÿрех курăнать. Николай Витальевич та «Моргаушагропромхими» предприятире ултă çул ытларах автобаза начальникĕнче тимлет. Ун хыççăн тепĕр 4 çул Москакасси ял Совет ĕçтăвкомĕнче председательте тăрăшать. Çав тупхăрта виçĕ суйлав ирттерет. Кайран та яваплă должноçсенче ĕçлеме шанаççĕ ăна: ялсене газ кĕртессипе тимлекен инженер, машинăпа трактор паркĕн ертÿçĕ пулать вăл.

Пурнăç малаллах каять. Николай Витальевич тĕрлĕ çĕрте ертÿçĕ пулса пысăк опыт пухни каллех кирлĕ пулать. Ăна «Передовик» хуçалăх ертÿçин çумĕнче ĕçлеме шанаççĕ. Пĕр çулталăк ĕçленĕ хыççăн хуçалăха хăех ертсе пыма тытăнать. Паллах, çăмăл мар хальхи кăткăс лару-тăрура хуçалăха аталантарма. Йывăр пулсан та малаллах талпăнать ял хуçалăх предприятийĕ. Чи кирли вара – аталану çулĕнчен пăрăнманни, каялла чакма пăрахни. Иртнĕ çул, сăмахран, пĕр гектартан 155 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ. Юлашки икĕ çулта сĕт сăвасси те ÿссе пырать, пĕлтĕр вăл 11 процент чухлĕ ÿснĕ. 2004 çулта сыснасене ÿстересси те тупăш панă. Нумаях мар пулсан та, тăкак тÿсмен. Çурасем илессипе те хуçалăх районта малтисен ретĕнче. Ивановкăри сĕт-çу фермине, тепĕр сысна витине юсанă.

Николай Витальевич обществăлла ĕçрен те пăрăнмасть. Çамрăк чухне вăл комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Ăна ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн «Мастер-умелец» паллипе наградăланă. Хисеп грамотисене те тивĕçнĕ вăл.

Малашлăхри тĕллевĕсене уçăмлăн курать Н.В. Потряков. Çĕнĕ интенсивлă технологисене ĕçе кĕртсе продукци илессине ÿстермелле, хуçалăх экономикине çирĕплетмелле, малалла аталанмалла. Пурте пĕрле тăрăшсан ăнăçу пуласса шанать ертÿçĕ.

Çак кунсенче вăл хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Николай Витальевича çав ятпа саламласа ĕçре ÿсĕмсем тума çирĕп кăмăл, ырлăх-сывлăх, пурнăçра телей сунас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика