Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха шанчăкпа пăхаççĕ

26 февраля 2005 г.

 

Сывлăх этемĕн кăна мар, обществăн та чи хаклă пуянлăх. Шкул çулне çитмен ачасен сывлăхне çирĕплетесси, упрасси тата пиçĕхтересси ача сачĕсен чи пирвайхи задачисенчен пĕри пулса тăрать. Кашни воспитатель, ашшĕ-амăшĕсем çакна лайăх пĕлсе тăраççĕ.

«Солнышко» ача садĕнчи воспитательсем те çакна хăйсен ĕçĕнче тĕпе хураççĕ. Пĕчĕк ачасем хусканусемсĕр пурăнма пултараймаççĕ. Вĕсем кунран-кун çĕнĕ хусканусем туса аталанса, çирĕпленсе пыраççĕ. Хусканусем туни организмăн кашни системине лайăхрах ĕçлеме пулăшать, кун пек чух ача хăйне лайăх туять, унăн сывлăхĕ те çирĕпленет. Пĕтĕмлетсе каласан, ача хусканусем ытларах туни ăна тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та ача садĕнчи воспитательсем занятисенче хускануллă вăйăсемпе ытларах усă кураççĕ. Физкультура тунă чух та нумай меслетсемпе усă курма тăрăшаççĕ.

«Солнышко» ача садĕнче кашни ир зарядкăран пуçланать. Эрнере виçĕ хут ятарлă специалист физкультура занятийĕсене ирттерет. Урама уçăлма тухсан та хускануллă вăйăсем вылятпăр, спорт упражненисем ытларах тутаратпăр. Ачасем çулла велосипедпа, самокатпа, хĕлле йĕлтĕрпе , çунашкапа ярăнаççĕ. Кăнтăрла çывăрнă хыççăн ачасемпе сывлав гимнастики тăватпăр, сывлăха пиçĕхтерекен упражненисем те яланах малти вырăнта. Занятисем вăхăтĕнче те ачасем ывăнасран физкультминуткăсем ирттеретпĕр. Ачасем апат хыççăн çăварĕсене чÿхеççĕ.

Нумаях пулмасть «Солнышко» ача садĕнче  сывлăх эрни иртрĕ. Çак тапхăрта ачасене çын организмĕпе, унăн уйрăмлăхĕсемпе, кашни орган ĕçĕпе паллаштартăмăр, сывлăха çирĕплетнин пĕлтерĕшне ăнланма пулăшрăмăр. Çавăн пекех сывлăх эрни вăхăтĕнче тĕрлĕ заданисене пурнăçланă чух ачасен пуçарулăхне аталантарма  та тăрăшрăмăр. Занятисене те вăйă майлă ирттеретпĕр: «Шыв юхать», «Мулкач уçланкăра сикет», «Пакша турат çинчен турат çине сикет» (куçа валли упражнени) т. ыт. те. Çак вăйăсем ачасем кĕлеткене тÿрĕ тытма вĕрентеççĕ, мышцăсем те аталанаççĕ. Ачасемпе сывлăх темипе калаçусем те ирттеретпĕр: харпăр хăй гигиени, тĕрĕс апат çиесси т. ыт. пирки. Çав эрне вăхăтĕнче пирĕн тĕп персонажсем «Айболит тухтăр», «Маша-çухатуçă», «Чир асанне» пулчĕç.

«Савăнăçлă стартсем» те питĕ хаваслă иртрĕç. Унта вăтам ушкăнрисем пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Аслă ушкăнрисемпе пĕрремĕш классем те  интереслĕ ăмăртрĕç.

Сывлăх эрни вĕçĕнче «кăткă тĕмми» ятпа вăйă-çулçÿрев ирттертĕмĕр, унта мĕн пур ушкăнсем хутшăнчĕç. Кашни ушкăн ятарлă маршрут хучĕпе 5 станцине çитсе курчĕ. Ку мероприятие ирттерме пире садик выпускникĕсем – 2-4 классенче вĕренекенсем пулăшрĕç.

Çакăн пек лайăх условисем пурри садикра ачасене çирĕп сывлăхлă çитĕнтерме май парать. Анчах та ача валли килте те лайăх условисем пулмалла. Çак тĕллевпе воспитательсем ашшĕ-амăшĕсемпе тăтăшах калаçусем ирттереççĕ.

Спорт инвентарьне хатĕрлеме те ашшĕ-амăшĕсем активлă пулăшаççĕ, «Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье» ăмăртусене те хутшăнаççĕ.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет. Пирĕн ача сачĕ туса ирттерекен пĕтĕм ĕç вăл – ачасене физкультурăна юратма вĕрентесси. Ку енĕпе ашшĕ-амăшĕсеипе те тачă çыхăну тытатпăр.

«Солнышко» ача садĕнче сывă, пур енлĕ аталаннă ачасем ÿсчĕр тесе нумай тăрăшаççĕ: лайăх пăхаççĕ, вăхăтра, тĕрĕс апатлантараççĕ, ача аталанăвне тата унăн сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ, вĕсемпе яланах кăмăллăн, ăшшăн калаçаççĕ. Ку та вĕсен сывлăхне çирĕплетме, тĕрĕс воспитани пама нумай пулăшать.

Анчах та пирĕн ĕçре йывăрлăх та пур. Укçа-тенкĕ çитмен пирки ума лартнă пĕтĕм задачăсене пурнăçлама май çук. Апла пулин те педагогсем хăйсенчен мĕн килнине туса ачасене шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче кăсăклă пултăр, вĕсен вăхăчĕ интереслĕ ирттĕр, сывлăхĕсем çирĕпленччĕр тесе тăрăшаççĕ.

Хальхи вăхăтра эпир хамăр ĕçре çĕнĕ çул-йĕрсем шыратпăр. Педагогсем малашлăха шанчăкпа пăхаççĕ, укçа-тенкĕ ытларах уйăрсан тĕрлĕрен оборудовани ытларах илме май килессе шанаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика