Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем – Калайкассипе Очăкасси шкулĕсем, ăмăрту хуçисем

26 февраля 2005 г.

 

Кăçалхи хĕл сиввине кăтартмасăр, юр тултармасăрах иртсе каять пуль тесеччĕ те – апла мар иккен: юлашки кунсенче хăйĕн прависемпе самаях усă курма пуçларĕ: юрне те çителĕклех çуса пачĕ. Февралĕн 22-мĕшĕнче те питрен кăмăллăн чĕпĕткелерĕ вăл. Ăмăртăва хутшăнакансене те, куракансене те. Шăпах çак кун Муркашри йĕлтĕр базинче Социализмла ĔÇ Геройĕн Е.А. Андреевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăрту пулчĕ те. 22 командăра спорта юратакан 176 ачапа çитĕннĕ çын йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ. Кăçалхипе 25-мĕш хут иртекен çак ăмăртăва çавăн пекех Канаш хулинчен, Мари Эл республикинчи, Горномарийски районĕнчен тата Чăваш Республикинчи «Чувашхлебпродукт» ГУП командисем хутшăнчĕç.

- ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура та çакна палăртнă: кашни çыннăн пурнăçра тĕллев пулмалла. Сирĕн пурин те паян тĕллев – финиша маларах çитесси пултăр. Пурнăçра та яланах палăртнă тĕллеве пурнăçламалла, кашни кунах  ăнăçлă, палăрăмлă утăмсем тумалла пултăрччĕ, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ăмăртăва хутшăнакансене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, ăмăртура ăнăçу суннă май. Унтан çапла хушса хучĕ.

- Е.А. Андреев пурнăçра йывăрлăхран хăраман. Вăл пĕр япаларан çеç шикленнĕ: палăртнă ĕçе туса ĕлкĕреймесрен хăранă. Эппин, эсир те Евтихий Андреевич пекех умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пырăр, палăртнине пурнăçласа пырăр.

Йĕлтĕр спортне юратакансене çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Г. Васильев, ЧР юстици министрĕ В.П. Петров, Йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн председателĕ А.Н. Ундеров, ЧР «Чувашхлебпродукт» ГУП генеральнăй директорĕ В.И. Вязов, Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн ертÿçи Н.В. Рудаков саламларĕç.

Акă, ачасем ушкăнăн-ушкăнăн старта тухма пуçларĕç. Чи çивĕччисем вара финиша малтан вирхĕнсе кĕчĕç. 1988-1989 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен (10 км) 1 вырăна Д. Григорьев (Муркаш шкулĕ) йышăнчĕ. Çак ÿсĕмрм хĕр ачасенчен вара 5 километрлă дистанцие чи малтан И. Каргина (Калайкасси шкулĕ) чупса тухрĕ.

1990-1991 çулсенчи арçын ачасенчен вара чи çивĕччи А. Моисеев (Калайкасси шкулĕ) пулчĕ. Вăтам çулсенчи хĕр ачасенчен (3 км) вара финиша чи малтан Н. Охотникова (Муркаш шкулĕ) чупса çитрĕ.

Арçынсенчен вара О. Давыдов (Е. Андреев яч. хис.) 1 вырăн йышăнчĕ. Хĕрарăмсенчен Н. Жирнова («Чувашхлебпродукт») чи маттурри пулчĕ.

40 çулхи тата аслăрах спорт ветеранĕсенчен З. Быкова («Герой») чи мала тухрĕ. Ку ÿсĕмри арçын-ветерансенчен - А. Моляров (Горномарийски р-нĕ). 50 çулхи тата аслăрах ветерансенчен Р. Сафонова («Юнга»), арçынсенчен С. Андропов (Горномарийски р-нĕ) çĕнтерчĕç.

Командăсенчен вара кăтарту çакăн пек пулчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен çĕнтерÿçĕсем Калайкассисем пулса тăчĕç. 2 тата 3 вырăнсем вара Муркашсемпе Çатракассисем. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен чи маттуррисем – Очăкассисем. Хыççăнхи парнеллĕ вырăнсенче Кашмашсемпе Шурчасем.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацисенчен кубока ăмăрту хуçисем – Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх команди кăçал та хăйĕнчех хăварчĕ. 2 вырăнта «Чувашхлебопродукт» ГУП команди, виççĕмĕшсем районти шалти ĕçсен пайĕн йĕлтĕрçисем пулчĕç.

Ăмăрту вĕçленчĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çинчи çивĕчлĕх пурнăçра та çитĕнÿсен çулне уçса пытăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика