Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнсе - çăлтăрсем патне

26 февраля 2005 г.

 

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Патшалăх Канашне янă çырура республикăмăр аталанăвĕн никĕсĕнче çамрăксем, çĕнĕ шухăшлавлă ĕç кадрĕсем çинче пулнине палăртрĕ. Çак палăртура Николай Васильевичăн нумай çулсем пыракан ĕç шăнăрĕ.

Мĕн акатăн - çав шăтать. Лайăх çын пуласси ачаран паллă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест. Ваттисен çак сăмахĕсенче аслисем яланах хăйсен ырă пуçарăвне малалла тăсмалли шанчăка ачисенче шырани курăнать.

Президентăмăр ĕçĕн тĕшшине, ваттисен сăмахĕсен ытарлăхне Муркаш лицейĕнче вĕренекенсем вĕренÿре кăтартса пыраççĕ. 1999 çулта уçăлнă лицей 200 ытла ачана пурнăç çулĕ çине кăларчĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ паян И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче  пĕлÿ пухаççĕ. Аслă пĕлÿ паракан ытти вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнисем те çук мар.

Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче лицейра пулнă май райадминистраци пуçлăхĕ Ю. Иванов лицеистсене район пуласлăхĕпе танлаштарчĕ. Район пуçлăхĕн шанăçне лицеистсем вĕренÿпе çирĕплетеççĕ. Паян вĕсенчен чи лайăх вĕренекенĕсем райадминистраци пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ. Лицейран ку таранччен вĕренсе тухнисем хушшинче 14 яшпа хĕр «Вĕренÿри палăрăмлă ÿсĕмсемшĕн» ылтăн медале, 18 лицеист кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Анлă тавракурăмлă вĕрентекенсем пулăшнипе лицеистсем çулленех районти тата республикăри предмет олимпиадисене хутшăнаççĕ, ытларахăшĕ призлă вырăнсене тивĕçеççĕ. Районти предмет олимпиадисене хутшăнса кăçал 60 лицеистран 35-шĕ малти вырăнсемпе палăрчĕç, 11-шĕ республикăри предмет олимпиадисене çул уçрĕç.

Лицейри учительсемпе вĕренекенсем вырăнти ĕç-хĕлпе çеç çырлахса лармаççĕ. Çак кунсенче вĕсен пĕр ушкăнĕ Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ лицейпа тĕл пулу ирттерчĕ. Вăл икĕ еншĕн те усăллă пулчĕ тесе шутлатăп. Лицеистсем харпăр хăй  тăрăшулăхĕпе пултарулăхне наукăпа практика ĕçĕсен пайĕнче, литература тĕпелĕнче кăтартрĕç, пĕр-пĕринпе тата пуçламăш наука ĕçĕсемпе паллашрĕç.

2-мĕш лицей директорĕ Татьяна Васильевна Петрова Муркашсене хăйсен пурнăçĕпе паллаштарнă май Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа ирттернĕ дистанциллĕ олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсене уçса пачĕ. Лицейри педагог-психолог хăнасене «Санăн професси ÿсĕмĕ» кĕнекепе тата вырăнти психолог ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Шупашкарсем тĕлпулу каçне «Пирĕн юлташсем – Муркаш лицейĕ» девизпа ирттерчĕç. Кунта лицеистсем 9-мĕш класран вĕренме пуçлани, кашни ÿсĕмрех 6-шар класс пулни, вĕсенче 30-шар ача вĕренни, вĕрентÿ структури инженерипе медицина, педагогикăпа экономика, юридици енĕсемпе йĕркеленни. Муркаш лицеисчĕсемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Çак тĕл пулу патне икĕ лицейăн педагогика коллективĕсем иртнĕ çулхи хăйсен тĕл пулăвĕ витĕр кĕпер хывнă. «Мĕн ырри йăлтах ачасене» тени пурнăçа кĕни савăнтарать кăна. Уйăх каялла Шупашкарсем те Муркашра хăнара пулнăччĕ. Туслăх кĕперĕ çапла çирĕпленни хăйĕн çимĕçне парасса шанас килет. Лицейсен вĕрентекенĕсем çакнашкал тĕл пулусем урлă лицеистсен хушма вăйĕсене чĕртсе Чăваш Республики валли интеллектуал элити хатĕрлеме тăрăшнине ырламалла. Пирĕн пуласлăх-çке ку.

Тĕл пулура лицеист яшсем хушшинче Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе ирттернĕ конкурс-ăмăрту та икĕ лицей хушшинчи туслăх çирĕп никĕс янине çирĕплетрĕ. Паянхи çĕнтерÿçĕсем пĕчĕк çăлтăрсем пулччăр та пысăккисем патне çул уçчăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика