Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтлă пулăшу пулăшрĕ

23 февраля 2005 г.

 

Кăçалхи февралĕн 5-мĕшĕнчи райхаçат номерĕнче районти хăш-пĕр  пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсенчи йĕркесĕрлĕхсем çинчен çырнăччĕ. Кун пек «ĕçлекенсемпе» «2002-2006 çулсенче районти ялсемпе экономика объекчĕсене пушартан сыхлассине вăйлатасси пирки» тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртсе хăрушлăхран сыхланасси иккĕленÿллĕ. Çавсемпе пĕрлех пĕр йышши условисенчех пушар хуралĕ çине пĕрлехи ответлăха туйса пăхакансем те пур. Акă, экономика тĕрекĕпе ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман К. Иванов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн (ертÿçи А. Семенов) тĕслĕхнех илер.

Февралĕн 19-мĕшĕ. 10 сехет те 5 минут. Çатракасси ял администрацийĕнчи Торинкасси ялĕнчи  И. Щербин хуçалăхĕнче пушар тухни пирки пĕлтерчĕç. Вырăна çитсен çакă палăрчĕ. Баллонри газ пулăшăвĕпе сарайпа юнашарах сысна пусма пуçланă кил хуçин алăри юсавсăр газ горелкинчен çулăм ытларах тухнипе çывăхри сарай çинчи утăна çулăм ярса илет. Пушар! Пулăшу чĕннине илтсе вырăна пуринчен малтан К. Иванов яч. хис. хуçалăхăн пушар машини çитнĕ, «хĕрлĕ автана» çунат сарма паман, çавна май оперативлă чĕнÿпе вырăна тухнă ытти пушар машинисем те ĕçе кÿлĕнмерĕç.

К. Иванов яч. хис. хуçалăхăн пушар машини вырăна çийĕнчех çитни пысăк инкекрен çăлса хăварчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика