Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унтанпа 30 çул иртрĕ

23 февраля 2005 г.

 

(Тĕрленчĕк)

Алăка хăюсăррăн шаккарĕç. Район судĕнче (хальхи пек каласан) ун чух пурте пĕр пÿлĕмре ларнă, кăшт пÿлнĕ вырăнта шал енче суд председателĕн пÿлĕмĕ шутланнă) ĕлекенсем пурте алăк еннелле тинкерчĕç, пÿлĕме пĕр палламан хĕр кĕрсе тăчĕ. Алăк çумĕнчен маларах иртме шикленсе вăл шăппăн çапла ыйтрĕ:

- Кунта ĕç вырăнĕ пур терĕç те...

Г.П. Ермолаев (ун чух суд председателĕ вăл пулнă) ăна хăйĕн пÿлĕмне иртме сĕнчĕ. Ĕçе кĕме ыйтса заявлени çырма хушрĕ.

Паянхи пек астăвать çак куна район судĕнчи тĕп специалист Р.С. Сергеева. 1975 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕччĕ ун чух. Унтанпа, ав, кĕçех 30 çул çитет.

Шкул пĕтернĕ хыççăн тăван ялĕнче Тойкилтĕре 2 çул библиотекăра ĕçленĕскер, халиччен машинкăпа çапса курманскер, машинисткăраь ĕçлеме пуçларĕ. Йывăрлăх вăл ĕçлесшĕн çунса тăракансем умĕнче нумай каçăрăлса тăраймасть. Роза та часах хăнăхрĕ пичетлеме: çĕнтерчĕ ĕçри пĕрремĕш йывăрлăха. Асăрхарĕ Гурий Петрович та хĕр ачан пултарулăхне: ĕçе вăхăтра, тĕплĕн тума пĕлнине. 4 уйăхран суд секретарĕн ĕçне шанса пачĕç.

Кунта тата хăйне евĕрлĕ урăхла ĕç иккен. Уйрăмах икĕ çул каялла шкул пĕтернĕ хĕршĕн. Романтика хумĕнчи çамрăкшăн. Мĕн тĕрлĕ ĕç пăхса тухмастчĕç пулĕ. Ашшĕ-амăшĕн прависене хăтарассипе, мăшăрсене уйăрассипе çыхăннă ĕçсем уйрăмах чунне ыраттаратчĕç унне. Çав суд ларăвĕсем каярахпа Роза Степановнăна пурнăçра та кирлĕ пулчĕç.  Кун пирки хăй вăл çапла калать:

- Вĕсене пăхса, кайран хам çемье çавăрсан, йĕркеллĕ пурăнас тесех шутлаттăм.

Шутланă пекех пулчĕ çав. Паян хăйĕн 50 çулхи юбилейне  паллă тăвакан Роза Степановна çемйи пирки Муркашра никамран та япăх каланине илтмен. Килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем мăшăрĕпе: ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç.

1976 çул уншăн юратнă çынпа пĕрлешнипе асра юлнипе пĕрлех ĕçри ырă улшăнупа та  паллă юлчĕ. Шăпах çав çул судăн кивĕ çуртĕнчен паянхи çĕнĕ çуртне куçрĕç. Çунашкапа еплерех турттарчĕç ун чух суд архивне. 13 çул суд секретарĕнче вăй хунă май тата сахал тухса çÿренĕ-и вырăнсене суд ларăвне: çуран утнисем, машина-трактор путса ларнисем сахал пулнă-и; Ун чух тата суд ларăвĕсене халăх заседателĕсемпе ирттеретчĕç. Вĕсене вăхăтра «тупса» килмелли ответлăх те секретарь çинчех.

1988 çулта вара Роза Степановна служба картлашкипе çÿлелле хăпарчĕ: канцеляри заведующине лартрĕç ăна. Судри документсемпе ĕçлеме çав тери пысăк ответлăх кирлĕ. 11 çул хушшинче суд ларăвĕ хыççăнхи  пĕр документ та пулин  хăйĕн вырăнне вăхăтра тупманни пулнă-ши; Çук пулĕ. Çак хушăра Роза Степановна аслă пĕлÿ илчĕ: Мускаври гуманитарипе экономика институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен заочно вĕренсе тухрĕ.

Пурнăç паян пĕлĕве та ăсталăха та ÿстерме хистет-çке. Роза Степановна вара пурнăç кăларса тăратнă çĕнĕлĕхсенчен шикленме хăнăхман. Компьютера çăмăллăнах алла илчĕ. Район сучĕн председателĕ Э.Л. Тарасова ăна ку тĕлĕшпе 2 эрнелĕхе Хусана вĕренме каймаллине пĕлтерсен, турткаланса тăмарĕ. Каярахпа 1 эрне Самарăра ку тĕлĕшпе пĕлĕве ÿстерчĕ. Паян пурнăçпа тан пымаллине ăçтан-ха асра тытмăн;

Паян та малтанхи ĕçсене  тăвать Р.С. Сергеева. Яланхи пекех умри тивĕçĕсене вăхăтра, кирлĕ пек пурнăçлать. 1988 çулта унăн должноçĕн ячĕ çеç улшăнчĕ: халĕ вăл район судĕнчи тĕп специалист. Уйрăмлăхĕ те çакăнта çеç. Хăйĕн тивĕçĕсене вара вăл яланхиллех чунне парса пурнăçлать.

Пĕрле ĕçлекенсем Р.С. Сергеевăна 50 çулхи юбилейĕпе чун-чĕререн хисеплесе саламлаççĕ. Малашнехи пурнăçра ыррине çеç сунаççĕ.

Иртет иккен вăхăт... Иртет çав. Пĕрлех вăл хисеп, чыс, сум илсе килет. Эппин, çитсе килекен кашни юбилей пурнăç çулĕпе тулли кăмăлпамалалла вăй-хал хуштăр. Роза Степановнăшăн та вăл малашнехи пурнăçăн пĕр пайĕ пултăр. Малта ăнăçупа телей, çумра ырă сунакан юлташсем пулччăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика