Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлташăмăрсене манмастпăр

19 февраля 2005 г.

 

Февралĕн 23-мĕшĕ - çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕ. Çак праçнике пур арçынсем те паллă тăваççĕ. Февралĕн 23-мĕшĕ çар ретĕнче нумай çул хушши службăра тăракансемшĕн тата çар ретĕнчен запаса тухнă офицерсемпе прапорщиксемшĕн уйрăмах паллă кун.

Паянхи кун тĕлне Муркаш районĕнче çуралнă 100 çын ытла офицер, прапорщик çар ретĕнче тăраççĕ. Вĕсем пурте çĕршыва хÿтĕлес тивĕçе çирĕппĕн пурнăçлаççĕ. Чылайăшĕ пысăк должноçра вăй хураççĕ. Тĕслĕхрен, Муркашра çуралса ÿснисем – икĕ пĕр тăван Ивановсем: Петр Петрович полковник, Мускаври çар училищинче медицина службин пуçлăхĕ; Вячеслав Петрович – Оренбургри çар госпиталĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Лапкассинче çуралса ÿснĕ Вячеслав Александрович Игнатьев подполковник Минск хулинче Раççей çар министерствин представителĕ пулса ĕçлет.

Шетмĕпуçĕнчи Борис Николаевич Михайлов подполковник, афганец-интернационалист тивĕçе пурнăçланăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура.

Çар служби йывăр пулнă пирки офицерсемпе прапорщиксем 45-50 çулта тивĕçлĕ канăва тухаççĕ, анчах та вĕсем пенсие тухсан нумай çул пурăнаймаççĕ. Нумаях пулмасть, запасра тăракан офицерсем хамăр юлташа Юрий Николаевич Кузьмин подполковника юлашки çула ăсатрăмăр. Вăл Çĕньял-Муркаш ялĕнче 1957 çулта çуралнă. Муркаш шкултне вĕренсе пĕтерсен 1974 çулта Челябинскри авиаци штурманĕсен çар училищине вĕренме кĕрет. 26 çул ытла çар ретĕнче тăнă; авиацин штурманĕсен çар училищине пĕтерсен тĕрлĕ должноçсенче службăра тăнă. Çав шутра звено штурманĕнче – 8 çул. Парашютлă десант службин ертÿçинче – 2 çул; çыхăну службин ертÿçинче – 2 çул ĕçленĕ. 1992-2000 çулсенче Ленинград çар окургĕн  самолетсем сывлăшра вĕçнине тĕрĕслесе тăракан Çурçĕр хĕвеланăç упраленинче смена начальникне пулăшаканĕ пулнă. Ĕçе тивĕçлĕ пурнăçланăшăн «Çар службин ветеранĕ» паллăпа медальсене илме тивĕç пулнă.

Эпир офицерсемпе прапорщиксем Ю.Н. Кузьмин çар ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланине яланах асра тытатпăр, амăшĕпе тăванĕсене тата çывăх юлташĕсемпе тарăннăн хурланнине пĕлтеретпĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика