Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара каяс ыйтупа

19 февраля 2005 г.

 

Район прокуратури 2004 çулхи октябрь-декабрь уйăхĕсенче граждансене çар службине кайма хатĕрленипе тата çара ăсатассипе çыхăннă законодательствăна районти предприятисемпе организацисем, учрежденисем  мĕнле пурнăçланине тĕрĕслерĕ. Тÿрех çакна каламалла: граждансене çара ăсатассипе çыхăннă мероприятисем лайăх енне сулăннă. Анчах хăш-пĕр учрежденисемпе организацисем, предприятисем запаса тухакан граждансен учетри даннăйĕсенчи улшăннă сведенисене вăхăтра тăратмаççĕ районти çар комиссариатне. Акă, Шатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çар учетне илмелли яшсен списокне вăхăтра тăратман. Çавăн пекех хăш-пĕр организацисемпе предприятисен ертÿçисем, ответлă çыннисем çар учетне тăракансем пирки, çар учетне тăма тивĕçлĕ, анчах тăман граждансем пирки, 2 эрне хушшинче сведенисем тăратмаççĕ.

Хальхи вăхăтра салтака каяссинчен тарса çÿрекенсемпе ĕçлессине районти çар комиссариачĕпе районти шалти ĕçсен пайĕ пĕрле йĕркелесе пыраççĕ. Иртнĕ çул вара çар тивĕçĕсене пурнăçлассинчен тата çар службине каяссинчен тарса çÿрекенсем пирки 5 ĕç прокуратурăна ярса панă районти çар комиссариачĕ. Прокуратура ку тĕлĕшпе пуçарнă 2 уголовнăй ĕçе суда ярса панă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика