Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ильинкăри вăтам шкулта – тĕслĕх библиотека

19 февраля 2005 г.

 

Районти вĕрентÿ системи пĕтĕмпе 9 программăна хутшăнать. Ку вĕсене шкулсен пурлăх базине пуянлатма, вĕрентÿ реформине пурнăçа кĕртме май парать. Çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртни те ачасене тарăн пĕлÿ пама, тĕрлĕ информаци ытларах илме нумай пулăшать. Ку тĕлĕшпе шкул библиотекисен ĕçĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Библиотекарьсене пурне те ятарлă курсра компьютерсемпе ĕçлеме вĕрентнĕ. Шкул библиотекисен те пурлăх бази пуянлансах пырать. Иртнĕ çул вĕçĕнче кăна татах 9 компьютер килнĕ.

Çак кунсенче Ильинкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та тĕслĕх библиотека уçăлнă. Çак ятпа унта савăнăçлă пуху иртнĕ. Унта район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи В.М. Васильев сăмах каланă, тĕслĕх библиотека уçни учительсене те, вĕренекенсене те, ялти çамрăксемпе ашшĕ-амăшĕсене те тĕрлĕ  информаци илме кирлĕ пулнине палăртнă, библиотекăна видеомагнитофон, нумай кĕнекесем парнеленĕ. Ильинка ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г.А. Сапожников тата шкул пĕтерекенсем те библиотекăна парнесем панă. Шкул ачисем юрă-ташăпа савăнтарнă.

Шкул библиотекарĕ И.И. Яшмуркина кĕнеке фондне электронлă майпа шута илнине, тĕслĕх библиотека уçнăшăн пурте кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Халĕ кунта çĕнĕ компьютер, тĕслĕ телевизор, музыка центрĕ, видеомагнитофон, сканер пур. Юлашкинчен Ильинкăри вăтам шкул директорĕ В.Ф. Ильина пухăннисене библиотекăна пуянлатма пулăшнăшăн тав тунă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика