Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧНК 6-мĕш Аслă Пухăвне хатĕрленсе

19 февраля 2005 г.

 

 

2005 çулхи мартăн 18-19-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн 6-мĕш Аслă Пухăвĕ пулать. Ăна хатĕрленсе хутшăнас ĕç пирĕн районта та пуçланнă ĕнтĕ. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕнче чылай маларахах чăваш халăхĕн историпе культурине тĕпчессипе, ăна малалла аталантарассипе тăрăшакансен списокне тума хушнă. Шăпах çавсенчен суйласа илмелле-çке делегатсене Чăваш наци конгресĕн черетлĕ Аслă Пухăвне кайма. Уçăмлăнрах каласан, вĕсен йышĕнче вĕрентÿ, культура, искусство тата бизнес енĕпе ĕçлекенсем, чăваш нацийĕшĕн, халăхшăн чунпа тăрăшакансем пулмалла. Çав списоксене район администрацийĕн шайĕнче пăхса тухнă.

Иртнĕ кĕçнерни кун район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова çак ыйтупа çÿлерех асăннă сфера ĕçченĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Унта вăл Чăваш наци конгресĕпе çыхăннă районти ĕçсене халиччен Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Е.Е. Ерагин вĕрентекен, таврапĕлÿçĕ туса пынине, хăйĕн тивĕçĕсене вăл япăх мар пурнăçланине палăртрĕ.

Пухăннисем канашлура ЧНК районти ĕçĕсене тăвассипе, йĕркелесе ертсе пырассине малалла та Е.Е. Ерагинах шаннине пĕлтерчĕç. Чăваш наци конгресĕн 6-мĕш Аслă Пухăвне каяма делегат суйларĕç. Çапла вара пирĕн районтан унта 3 чĕннĕ  хăна тата 7 делегат хутшăнĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика