Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ

19 февраля 2005 г.

 

Районти вăтам шкулсенче ачасене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ парассишĕн нумай тăрăшаççĕ, вĕсен тавракурăмĕсене аталантарса республикăри нумай конкурссемпе ăмăртусене ăнăçлă хутшăнаççĕ.

Акă, иртнĕ ытлари кун, Муркашри тата Калайкассинчи вăтам шкулсен командисем «Республикăри çамрăк экскурсовод» конкурса хутшăнчĕç. Ăна «Эткер» ятлă ачасемпе çамрăксен туризмпа экскурсисен çурчĕ ирттернĕ. Пирĕн командăсем икĕ номинаципе хăйсен пултарулăхне кăтартнă: «Вĕрентÿ учрежденийĕн Çар Мухтавĕн музейĕнчи чи лайăх экскурси» тата «Космонавтика музейĕнчи чи лайăх куçăмсăр экскурси».

Муркашри вăтам шкулти Инга Варламова, Ирина Суворова, Наталья Замятина, Людмила Идакова тата Людмила Мироваева (ертÿçи Э.М. Фадеева) – 9 «а» класра вĕренекенсем Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Ф.Ф. Коннов çинчен тĕпчев ĕçĕ хатĕрлесе хÿтĕленĕ. Федул Фомич хăйĕн Якутинчи Донской тусĕпе Çĕнтерÿ кунĕнче 1945 çулта Рейхстаг стени çине çапла çырса хăварнă: «Из Якутии – Донской, из Чувашии – Коннов Ф.Ф.». Çавăн пекех вĕренекенсем куракансене А.Г. Николаев çинчен те каласа панă.

Калайкассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем: Александр Матвеев, Дмитрий Соколов, Евгений Евдокимов, Алексей Григорьев, Ольга Кошкина (ертÿçи Н.М. Кондукторова) Аслă Отечественнăй вăрçă тематикипе çырнă юрăсене юрланă.

Конкурс итогĕсемпе Муркаш районĕн пĕрлештернĕ команди 2 вырăн йышăннă, ачасем пурте дипломсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика