Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур акине хатĕрленекенсем валли

19 февраля 2005 г.

 

«Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ» уçă акционерлă общество районта тăнăç аталану çулĕ çине тухса пыракан предприятисенчен пĕри. Çакăнта рынок хутшăнăвĕсенче çĕнĕлĕхсене алла илсе пыни пулăшни те куçкĕрет. Халĕ кунта темиçе çул каялла шăплăх хуçаланнă цехсенче ĕç вĕрет кăна. Владимир Ильич Кульков, Абросий Федосеевич Пигачев, Александр Васильевич Савельев шлифовщиксем предприятин ял хуçалăх техникипе унăн двигателĕсене юсакан цехра вăй хураççĕ. Паян вĕсем çур аки валли хатĕрленсе юсава илсе килнĕ тракторсен коленвалĕсене шлифовкăлаççĕ. «Çур акине хатĕрленессе кам маларах пуçăнать – унăн ĕçĕ ăнать», - терĕç вĕсем ĕçрен самантлăха пушаннă май.

Юсавпа техника предприятийĕнче паян Марий Эл Республикинчен, хамăр республикăри Патăрьел, Шăмăршă, Шупашкар, Етĕрне, Элĕк, Çĕмĕрле районĕсенчен килнĕ тракторсем е вĕсен узелĕсем, двигателĕсем пур. Муркашсен те Сĕнтĕрти юсавçăсен пулăшăвĕпе туллинрех усă курса çур акине хатĕрленме услови пур, ыттисенчен ытларах та.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика