Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лазарь Борисович Царев

19 февраля 2005 г.

 

Февралĕн 15-мĕшĕнче нумай çул парти, совет органĕсенче, ял хуçалăх ертÿçинче нумай çул вăй хунă Лазарь Борисович Царев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Л.Б. Царев 1934 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Москакассинче çуралнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Челябинскри ФЗО шкулĕнче столяра вĕренет. Виçĕ çул хушши унти комбинатра хăйĕн профессийĕпе  ĕçлет, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, спортпа туслă пулнă. Унтан Совет çарне кайнă расчет, уйрăм командирĕ пулнă. 1971-1973 çулсенче Чăваш Совет-парти шкулĕнче вĕренет. 1974-1979 çулсенче заочно майпа Чул-хулари партин аслă шкулне пĕтерет. Хуçалăхра пуçламăш комсомол организацийĕн секретарĕнче, Орининти хуçалăх коллективĕн председателĕнче вăй хунă.

1957 çулта Сĕнтĕр ВЛКСМ РК инструкторне çирĕплетнĕ ăна. Ăна «Урожай» спорт обществин районти совечĕн штатра тăман председателĕ пулнă, «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин республикăри канашĕн президиумĕн членне суйлаççĕ. Çерем çĕрсем уçнă çĕре хутшăннă.

Лазарь Борисович çавăн пекех Нискасси, Москакасси шкулĕсенче ачасене çар ĕçне вĕрентнĕ, физкультура, ĕç учителĕ пулса ĕçленĕ. 1967-1975 çулсенче «Ленинский путь» колхозăн партком секретарĕнче, 10 çул «Новая Юнга» хуçалăх ертÿçинче вăй хунă. Лазарь Борисовича вырăнти самоуправленин тата район Совечĕн депутатне те суйланă. 1982 çулхи январьте ăна Москакасси ял администрацийĕн пуçлăхне лартнă.

Лазарь Борисович кирек хăш ĕçре вăй хурсан та, хăйĕн тивĕçне чун-чĕре хушнă пек пурнăçланă. Çакăншăн ăна чăваш АССР Министрсен Кабинечĕн Хисеп грамотипе, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Çамрăксене воспитани парас ĕçре ырми-канми вăй хунăшăн та нумай наградăпа медальсене тивĕçнĕ.

Лазарь Борисович Царев вĕренекенсем, ял, район çыннисем хушшинче пысăк авторитет çĕнсе илнĕ. Унăн ырă ячĕ пирĕн асра ĕмĕрлĕхех упранĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика