Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçри кашни çитĕнÿ чуна савăнтартăр

16 февраля 2005 г.

 

Сăмахăм паян 1923 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче Москакасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă Алексей Филиппович Филиппов çинчен пулĕ. Сахал мар хура-шурне курнă вăл хăйĕн пурнăçĕнче.

1933 çулта А.Ф. Филиппов тăван ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта вĕренме пуçлать.  Çак шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă каччă малалла та вĕренме шутлать, Орининăри вăтам шкулăн 8-мĕш класне çÿреме пуçлать. Анчах та ăна кунта пĕр çул кăна вĕренме тÿр килет.

1941çулта хаяр вăрçă пуçланать. Ытти çамрăксем пекех Алексей Филиппович та вăрçа хутшăнмасăр юлма пултараймасть. 1942 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕрти çар комиссариачĕ урлă 19 çулхи каччă Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Куçĕ япăхрах курнă пирки Хусан пульницинче ятарлă комисси ăна внестроевой службăна юрăхлă тесе йышăнать.  Çапла майпа вĕри чĕреллĕ çамрăк Удмурти Республикин территорийĕнче вырнаçнă Çар ракетисен базин 2329-мĕш полкне лекет. Кунта та ăна часах асăрхаççĕ, лаборанта вĕренме сĕнеççĕ. Асăннă ĕçе виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн Алексей Филиппович "Катюша" ракетин пуçĕсене пуçтарса  çапăçăва юрăхлă тăвас ĕçре тимлет, вĕсене ещĕксем çине майлаштарса фронта ăсатать. Вăл вăхăтра "Катюша" ятне илтнипех нимĕçсен сехрисем хăпнă. Чăнах та, питĕ хăватлă техника пулнă çав "Катюша". Унăн ракети ток янă хыççăн çунма пуçлать те вăркăнса тухса каять, пĕр залппа 16 снаряд вирхĕнет тăшмансен пуçĕсем çине.

2329-мĕш полк казарми вăрçăччен вĕренÿ заведенийĕ пулнă çуртра вырнаçнă. Вăрçă пуçлансан вара унта çар чаçĕ йĕркеленĕ. Чаçре тĕрлĕ халăх ывăлĕсем пулнă. "Апла пулин те питĕ килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр, туслă пурăнаттăмăр. Сайра тупăнакан пушă вăхăтсенче казармăран тухкаласа çÿреттĕмĕр. Анчах савăнас шухăшсемех пулман ĕнтĕ. Пурин те пуçра пĕр шухăш - тăшмана хăвăртрах аркатса тăван вырăнсене таврăнса мирлĕ ĕçе кÿленесси. Тăван чăваш чĕлхипе калаçса йăпанма кÿршĕри Чĕмпĕр облаçĕнчен пĕр ентеш пурччĕ", - аса илет халĕ 81 çулхи ветеран.

Çĕнтерÿ кунне тăван килте кĕтсе илнĕ Алексей Филиппович. 1944 çулта ăна щитовидная железа шыçнă пирки пурăнма шанăç çуккисен йышне кĕртсе киле яраççĕ. Анчах та çирĕп кăмăллă салтак малалла шанчăклăн пăхать. Пурнăçри кашни çитĕнÿ савăнтарать ăна. Районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" тата республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат кăларăмĕсене вуламасăр пĕр кун та ирттермест.  Кашни çулах Çĕнтерÿ уявне хутшăнать. Шкулти тĕл пулусене çÿресе ачасене вăрçă нушисем çинчен каласа парать. Килте вара унăн - килĕшÿ тата ăшă кăмăл. Зоя аппапа пĕрле кил-çурта тирпейлĕ тытса усраççĕ, хĕрĕсемпе вĕсен çемйисем пулăшнипе хуралтăсене çĕнетсех тăраççĕ, картиш тулли выльăх чĕрлĕх усраççĕ. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

Наградăсемпе мухтанма юратмасть Алексей Филиппович. Çапах та мухтанмалăх пур вĕсем ветеранăн. Партипе правительство унăн тăрăшулăхĕпе пултарулăхĕшĕн ăна -ак наградăсемпе чысланă: "Фронтовик 1941-1945" паллăпа, Жуков медалĕпе, "Тридцать лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг." - юбилей медалĕпе, "Сорок лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг." - юбилей медалĕпе, "Пятьдесят лет Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг." - юбилей медалĕпе.

Тăван яла таврăнсанах мирлĕ ĕçе кÿленнĕ ветеран. 4 çул хушши почта уйрăмĕнче ĕçленĕ. Унта унăн пултарулăхне курса тăрса ăна Москакасси ялĕнче бригадир пулма шаннă. Кунта вăл халăх шанăçне тÿрре кăларнă. Халĕ А.Ф. Филиппов тивĕçлĕ канура.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика