Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсен савăнăçĕ.

12 февраля 2005 г.

 

Ку район республикăра тахçантанпах чи лайăххисен шутĕнче. Муркашсен пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем те начар мар. Сăмахран, ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси унчченхи çулхинчен çичĕ процент ÿснĕ. Тĕш тырă тухăçĕ гектар пуçне –17,4, çĕр улми-110 центнер пулнă. Ку енĕпе «Ударник», Ленин ячĕллĕ, «Герой» хуçалăхсем уйрăмах палăрнă: вĕсен гектар тухăçĕ, тĕш тырăпа та, çĕр улмипе те ыттисенчен пысăкрах. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне продукци туса илессипе район республикăра Шупашкар районĕ хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать.

    Çак цифрăсене виçĕм кун Муркаш район администраци пуçлăхĕ Ю.А.Иванов Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче илсе кăтартрĕ. Унта район ĕçченĕсен савăнăçлă кунĕ иртрĕ. Уява хальхинче ял хуçалăхĕпе промышленноçра, социаллă сферăра мала тухнисемпе пĕрлех Тăван çĕршывăн  Аслă вăрçин  ветеранĕсем те хутшăнчĕç. Аслă Çĕнтерÿ утмăл çул тултарнă ятпа вĕсене çĕршыв наградисене парса халăх умĕнче чысларĕç: никама та манман, нимĕн те манăçман.

    Район пуçлăхĕ иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче туса ирттернĕ пĕтĕмĕшле ĕçсемпе пĕрлех уйрăм çынсен ÿсĕмне те палăртрĕ. Акă, «Ударник» хуçалăхри Н.Л.Варламова пĕлтĕр кашни ĕнерен 6354 килограмм, тепĕр 14 ферма ĕçченĕ 5-шер пин килограмм сĕт сунă. «Свобода» хуçалăх аш-какай туса илессипе районта çеç мар, республикипех палăрнă. Кунти Г.В.Сурикова, Е.П.Донскова тата ытти ĕçченсем пăхакан выльăх-чĕрлĕх хăвăрт ÿт хушса пыраççĕ. «Герой» хуçалăхри Р.М.Соловьева, А.Ф.Иванова пĕлтĕр кашни сурăхран 4,7-шер килограмм çăм каснă, 100 сурăх пуçне 101 путек илнĕ. Сăмах май, Муркаш районĕ сурăх фермисене сыхласа хăварнă пĕртен пĕр район шутланать. Муркашри чăх-чĕп фабрикин кăтартăвĕ те курăмлă: иртнĕ çул кунта кашни чăхран 311 çăмарта илнĕ.

    Район пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, районта килти хушма хуçалăха аталантармалли ятарлă программа йышăннă. Хальхи вăхăтра ялсенче пурăнакансем 8834 ĕне (пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен икĕ хут нумайрах, 2954 сысна усраççĕ. Пĕлтĕр халăхран сĕт пухассине 2,7 хут, аш-какай сутăн илессине 1,7 хут ÿстернĕ.

    Промышленноç предприятийĕсем начар мар ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр вĕсем унчченхи çулхинчен 41 процент нумайрах продукци туса кăларнă. Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ, «Çеçпĕл» ООО, Муркашри комбикорм завочĕ Продукци туса кăларассине те, ĕç тухăçлăхне те чылай ÿстернĕ. Районта çавăн пекех 2004 çулта ваккăн тавар çаврăнăшĕ, хатĕрлев, пулăшу ĕçĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе социаллă объектсем тăвасси, ялсене çут çанталăк газĕ кĕртесси палăрмаллах ÿснĕ, çемье врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекăсем уçаççĕ.

    Халăх сывлăхне сыхлассипе район уйрăмах пысăк утăм тунă.Иртнĕ вунă çул хушшинче кунта çамрăк ачасем вилесси нумай чакнă. Çынсем инвалида тухасси, ерекен чирсемпе чирлесси, производствăра инкек тÿссе суранланасси чакса пырать. Уявра районăн сывлăх профилĕ Презентаци иртрĕ. Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнче организацийĕ йышăннипе Муркашсем çак чыса тивĕç пулнă.

    Район пуçлăхĕ ку тăрăхра социаллă пурнăç малалла аталанса пынине уйрăммăн палăртрĕ. Иртнĕ çул районти 1651 çемьене çурт-йĕр çавăрма 3186 пин тенкĕ субсиди панă. Инвалидсене, ветерансене, сахал тупăшлă çемьери ачасене, пĕччен амăшĕсене социаллă пулăшу парасси, халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕ ÿсет. Вăтам ĕç укçи иртнĕ çул 2213 тенкĕпе танлашнă, пенси виçи 196 тенкĕ хăпарнă. Пуласлăх- çамрăк ăру аталанăвĕнче. Ю.А.Иванов çитĕнекен çамрăксене вĕрентсе воспитани парас, шкулсене автобуссемпе, компьютерсемпе, спорт оборудованийĕпе тивĕçтерес, физкультурăпа спорта, культурăпа искусствăна аталантарас ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр акă массăллă разрядлă-2454, пĕрремĕш разрядлине-52, спорт мастерĕн кандидачĕсене 4 хатĕрленĕ. Спорт секцийĕсемпе ушкăнĕсенче хальхи вăхăтра 7088 çамрăк хăйсен пултарулăхне ÿстереççĕ.

-         Пирĕн паянхи уяв Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул тултарас умĕн иртет,- терĕ район пуçлăхĕ.- Вăрçă ветеранĕсем Тăван çĕршыва сыхласа хăварчĕç. Çапăçусенче чăннипех паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе Совет Союзĕн Геройĕсем район историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă. Паян вĕсен ячĕсене районăн хисеп кĕнекине кĕртетпĕр. Эпир пĕрле чухне кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пултаратпăр,- терĕ Ю.А.Иванов. Вăл районти мĕн пур ĕçчене пысăк вăй хурса тăрăшнăшăн чĕререн тав турĕ.

-             Уявра район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассишĕн уйрăмах тăрăшнă предприятисемпе организацисене, уйрăм çынсене  хисеп, тав хучĕсем, парнесем парса хавхалантарчĕç. Шупашкар мэрĕн çумĕ Ю.Н.Исаев Муркашсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, икĕ ен çыхăну тытса ĕçленин пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ.

-             Районти художество пултарулăх коллективĕсем пухăннисене хăйсен юрри-кĕввипе савăнтарчĕç. Чăваш Патшалăх академи театрĕ Спектакль кăтартрĕ.                 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика