Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçпа тан пыракан ертÿçĕ

12 февраля 2005 г.

 

Кирек епле ĕçре те  ăнăçу кадрсенчен, чи малтан ертÿçĕрен нумай килет. Çакна хамăр районти чылай тĕслĕхсемпе çирĕплетме пулать. Хăйĕнчен çирĕп ыйтма хăнăхнă ертÿçĕ коллектившăн та пысăк авторитет, ку вара ĕç дисциплинине тивĕçлĕ шайра тытса тăма май парать.

Çакăн пек пултаруллă, малашлăха пăхса ĕçлекен районти ертÿçĕсенчен пĕри – Н.Г. Ванеркин.

Николай Григорьевич «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин РГУП ертÿçĕнче 2004 çултанпа вăй хурать. Калас пулать, чăх-чĕп фабрики нихăçан та япăх ĕçлемен, самани улшăнни те, рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕ те хăратаймарĕç ăна. Пĕрре ура çине çирĕп тăнăскер, хăй суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрăнмарĕ вăл.

Çакна та палăртма кăмăллă. Н.Г. Ванеркиншăн ку отрасль çĕнĕлĕх мар. Тăхăрвуннăмĕш çулсенче Муркашри чăх-чĕп фабрикинче инженерта та ĕçленĕ вăл. Çавăнпа та яваплăха туйса çак й         ывăр тиеве хăйĕн хулпуççийĕ çине йышăннă та.

Муркашри чăх-чĕп фабрики район, республика шайĕнче кăна мар Раççейре те хăйсен отраслĕнче малтисенчен пĕри. Ĕçе çĕнĕ технологисене кĕртни, чăхсене тĕрлĕ апат çитерессине компьютерпа шайлаштарни продуктивлăха ÿстернипе пĕрлех перекетлĕх режимне тытса пыма, çав укçапа производствăна аталантарма усă курма май парать.

Мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕн çапла пулмалла та. Николай Григорьевич ытлашши калаçма юратман, çав тери сăпайлă, ырă кăмăллă çын.

Мухтанасси, хăпартланса калаçасси çук унăн. Ÿсĕмсем вара пĕчĕк мар. 2004 çулта сăмахран, кашни чăхран кунта 311 çăмарта илме пултарнă. Ку кăтарту çулсерен ÿссе пынине те палăртма кăмăллă.

Муркашри чăх-чĕп фабрикине çулсеренех ырă опытпа паллашма таçтан та килеççĕ, Раççейрен анчах мар, ют çĕршыв представителĕсене те курма пулать унта.

Территори пĕчĕкех мар пулсан та, шала кĕрсен кунта тирпейлĕ хуçа ĕçлени сисĕнет. Хĕлле те, çулла  та çав тери тирпейлĕ. Çулла вара симĕс курăк анчах мар чечексем те ешереççĕ, улмуççисем те хăйсен çимĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Çакă, паллах, ĕçлекенсен кăмăлне çĕклет. Вăл анчах-и тата! Кунта вăй хуракансем валли ĕçлеме анчах мар, канма та лайăх условисем туса панă. Ĕç укçи те тивĕçлĕ шайра, çулленех ÿссе пырать. Çавăнпах пулĕ кадрсем улшăнасси çук кунта. Çирĕп ĕç дисциплинине хăнăхнă, опытлă çынсем вара кашни хăйĕн вырăнĕнче лайăх кăтарту туса предприяти чапне çĕклеççĕ. Çакна лайăх ăнланать Николай Григорьевич.

Н.Г. Ванеркин пурнăçпа тан пыракан, пур енлĕ аталаннă çын. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине, спортпа аталантарассине малти вырăна хурать. Чăх-чĕп фабрикин команди тĕрлĕ шайри ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнать. Предприятин экономики çирĕп пулнă май, тĕрлĕ отрасльсене спонсорла пулăшу парассине те хирĕçлемеççĕ кунта. Николай Григорьевич Калайкассинчи вăтам шкулти попечительсен канашне те ертсе пырать, шкул ĕçне активлă хутшăнать.

Ĕнер Н.Г. Ванеркин 50 çул тултарчĕ. Пултаруллă ертÿçĕне юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ĕçре татах та пысăкрах ÿсĕмсем сунас килет.

Редакцирен: Н.Г. Ванеркина пулăшнăшăн тав туса вырăнти çынсен ячĕпе О.В. Тяминаран та çыру килчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика