12 февраля 2005 г.
Сăнарах пăхар-ха урамалла: уявсенче, уяв мар кунсенче. Ÿсĕр çынсем танкăлтатса утни час-часах тĕл пулать тени çемçерех те илтĕнет пулĕ. Арçын-и, хĕрарăм-и, ватă-и, çамрăк-и – ăна-кăна пăхса тăмасть килте эрех туса укçа «çапакан». Хăй тунă шĕвеке ĕçнĕ хыççăн кÿрши çут тĕнчепе сывпуллашни унăн чĕрине хускатать-ши тата?
Çак хăрушă пулăм тарăн тымар ан ятăр тесе ĕнтĕ ЧР Президенчĕ 2002 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнчех 137-мĕш номерлĕ эрех ĕçнипе, эрехпе ашкăннине контроллессине ÿстерессипе хушма мерăсем йышăнасси çинчен Указ кăларчĕ. Çак Указа тĕпе хурса, депутатсен районти Пухăвĕ 2004 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче çакнашкал йышăну кăларчĕ.
Çак хăрушă пулăмпа кĕрешессине район администрацийĕ те чи малти задачăсенчен пĕри тесе шутланать. Районти шалти ĕçсен пайĕ те, прокуратура та тăтăшах суту-илÿ тата обществăлла аталану предприятийĕсенче çул çитмен çамрăксене спирт пур шĕвексене сутнине тĕрĕслет, кмлти «спирт завочĕн» хуçисемпе кĕрешет. Халĕ шăпах çакăн пирки пулĕ калаçу.
Иртнĕ çул çул çитмен çамрăксене спирт пур шĕвек сутнă 11 тĕслĕх тупса палăртнă. Милици участокри уполномоченнăйсем час-часах эрех ĕçекенсен, çемьере харкашу кăларакансен килĕсенче пулаççĕ, профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. РФ Административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан кодексăн 20.22 статйипе килĕшÿллĕн çул çитмен çамрăксемпе эрех ĕçтерме явăçтарнăшăн 7 çынна явап тыттарнă, 8 çынна ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă.
Саккуна пăсса вăрттăн алкоголь тата спирт пур продукцисемпе тивĕçтерессине тата тăвассине тупса палăртас тĕлĕшпе пĕлтĕр 901 тĕрĕслев иртрĕ. Вĕсенче 204,75 литр этил спиртне, 418 литр пăрака, 1,5 литр денатурат, 74,75 литр спирт пур шĕвек туртса илнĕ. Пĕтĕмпе 30340 тенкĕлĕх.
Ку тĕлĕшпе ЧР Административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан саккун пурри те пулăшать. Пĕлтĕр çак саккунăн 16-мĕш статйипе килĕшÿллĕн 80 протокол (виçĕмçул 6) çырнă, 168800 тенкĕ штраф хунă, унтан 94800 тенкине шыраса илнĕ.
Ăнлантаратпăр. Аса илтеретпĕр. ЧР Административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан саккунăн 16-мĕш статйипе килĕшÿллĕн сутма спирт пур шĕвек тунăшăн тата туяннăшăн, упранăшăн, çавăн пекех денатурата тата спирт пур шĕвеке çак тĕллевпе упранăшăн чи пĕчĕк ĕç кçин 20 виçинчен пуçласа 25 виçи таран штраф тÿлеттереççĕ.
Паянхи куна районти шалти ĕçсен пайĕнче ку тĕлĕшпе çылăхлă 213 çын учетра тăрать. Çав шутран ял администрацийĕсем тăрăх илес пулсан: Çатракасси – 10ăн учетра тăраççĕ, саккунă пăснă 9 тĕслĕх тупса палăртнă* Оринин – 8:3, Муркаш 16:11, Катькас – 11:5, Москакасси – 13:9, Шетмĕпуç - 10:7, Шашкар – 8:4, Ильинка – 13:5, Мăн Сĕнтĕр – 16:5, Юнкă – 8:3, Ярославка – 21:5, Уйкас Янасал – 8:2,Чуманкасси – 7:0, Турай – 27:3, Мăн Хураçка – 12:1, Йÿçкасси – 7:2, Хорнуй – 6:1, Шурча – 5:0, Ярапайкасси – 7:0.
Обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн (РФ КоАП 20.21 статйи) 1737 çынна явап тыттарнă: вĕсенчен 175шне административлă майпа арестленĕ 102150 тенкĕлĕх штраф хунă.
Обществăлла вырăнта эрех ĕçнĕ (РФ КоАП 20.20-мĕш статйи) 138 тĕслĕх тупса палăртнă, 26000 тенкĕлĕх штраф хунă.
Руль умне ÿсĕрле ларнăшăн (РФ КоАП 12.8 статйи (1 пай) 73 водителе тытса чарнă, вĕсене 1 çуллăха водитель правинчен хăтарнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"