10 февраля 2005 г.
Акă, каллех тепĕр çул историе кĕрсе юлчĕ. Вăл, пĕтĕмĕшле илсен, районшăн çăмăл пулмарĕ пулин те, пĕрлехи тăрăшулăх, йышăннă мерăсем район экономикине çирĕплетме, укçа-тенкĕ ытларах ĕçлесе илме, халăх пурнăçне лайăхлатма тата çынсен сывлăхне çирĕплетме май пачĕç.
Пирĕн районта ял хуçалăхĕ паллă вырăн йышăнать. Унăн отраслĕсем мĕнле аталанса пынинчен пĕтĕмĕшле лару-тăру та нумай килет. Ял хуçалăх продукцине туса илесси вăйра тăракан хаксемпе шутласа 2003 çулхипе танлаштарсан 107 процент пулнă. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне ял хуçалăх продукцине туса илессипе эпир Шупашкар районĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта пыратпăр.
2004 çулта пĕтĕмпе 26257 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç гектар пуçне 17,4 центнер пулнă. Çĕр улмине 2003 çулхинчен 21 процент чухлĕ ытларах, пĕр гектартан 110 центнер туса илнĕ. «Ударник» хуçалăхра çĕр улми тухăçĕ гектартан 200,3 центнерпа, Ленин яч. хис. хуçалăхра 198,9 центнерпа танлашнă. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен чи пысăк тухăçĕ «Ударник» хуçалăхра – 32,2 центнер, Чапаев яч. хис. хуçалăхра – 30,0 центнер, «Герой» хуçалăхра – 23,7 центнер пулнă.
2004 çулта «Ударник» сăнавпа производство хуçалăхĕнче усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 762 центнер сĕт, 114 центнер аш-какай туса илнĕ. Кашни ĕнерен 5052-шар килограмм сĕт сунă. Çак хуçалăхри Н.Л. Варламова оператор кашни ĕнерен 6354 килограмм, тепĕр 14 доярка 5 пиншер килограмм ытла сĕт суса илме пултарнă.
Аш-какай туса илессипе «Свобода» хуçалăх малта пырать, кунта усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 154 центнер аш-какай туса илнĕ. Выльăхсене пăхнă çĕрте Г.В. Суриковăн, Е.П. Донскован, Г.К. Беловăн, Л.И. Кольцован, В.А. Дедовăн кăтартăвĕсем уйрăмах лайăх.
«Герой» хуçалăхри Р.М. Соловьева, А.Ф. Иванова сурăх пăхакансем те япăх мар ĕçлеççĕ. Вĕсем 2004 çулта кашни сурăхран 4,7-шер килограмм çăм, 100 сурăхран 101 путек илнĕ.
Муркашри чăх-чĕп фабрики çулсерен çăмарта илессине ÿстерсе пынине те палăртма кăмăллă. Пĕлтĕр кашни чăхран 311-шер çăмарта илнĕ. Производствăна çĕнĕ технологисем ĕçе кĕртни, кунта вăй хуракансем валли ĕçлеме тата канма тивĕçлĕ условисем туса пани кăтартусене ÿстерсе пыма пулăшать те.
Анчах та, çав вăхăтрах кашни ял хуçалăх предприятийĕ производствăна аталантарса пыма эффективлă çул-йĕр шырамасть-ха, рынок условийĕсенче çухалса кайма хăтланни палăрать. Аш-какай туса илесси районĕпе 16 процент , сĕт сăвасси 14 процент чакнă. «Нива», «Новая Юнга», «Сеятель», «Чемеево»хуçалăхсенче аш-какай туса илесси, «Нива», «Новая Юнга», Сеятель», К. Иванов яч. хис. , Мичурин яч. хис. хуçалăхсенче сĕт сăвасси районăн вăтам кăтартăвĕнчен те пĕчĕкрех.
Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене патшалăх ăратлă выльăх ĕрчетнĕшĕн, элита вăрлăх хатĕрленĕшĕн, çĕр пулăхлăхне ÿстернĕшĕн укçа парса пулăшать. 2004 çулта тĕрлĕ шайри бюджетсенчен çак тĕллевпе хуçалăхсене 17,0 млн. тенкĕ килнĕ.
ЧР Президенчĕн «Яллă вырăнсенче ĕç эффективлăхне ÿстерес тата халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа, районта килти хушма хуçалăха аталантарма программа йышăннă. Хальхи вăхăтра районти çынсем 8834 ĕне (хуçалăхсенчен 2 хут ытларах), 2954 сысна усраççĕ. 2004 çулта халăхран сĕт пухасси 2,7 хут, аш-какай туянасси 1,7 хут ÿснĕ.
Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăхра ĕçлекенсем те, ял хуçалăх предприятийĕсем пекех, патшалăхран укçа-тенкĕ пулăшăвне илме пултараççĕ.
Промышленноç предприятийĕсем иртнĕ çулта 238 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă тата тĕрлĕрен пулăшусем панă. Ку вăл вăйра тăракан хаксемпе шутласан, 2003 çулхинчен 41 процент чухлĕ нумайрах. Районти пĕр çын пуçне промышленноç продукцине 6354 тенкĕлĕх туса кăларнă. Промышленноçра лайăх кăтартусем тума ку отрасльти ĕçсем майлашăнса пыни (çав шутра пĕчĕк предприятисенче те) пулăшрĕ.
Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятитйĕ продукци туса кăларассине – 3,7 хут, «Çеçпĕл» ООО 1,9 хут ÿстернĕ. «Моргаушкорм» ООО та ĕç тухăçлăхне 25,6 процент, чухлĕ ÿстерме пултарнă. Çав вăхăтрах Муркашри кирпĕч завочĕ (11 процент), Муркашри сĕт завочĕ (10 процент) производствăна чакарни канăçсăрлантарать. Производствăна ÿстерес тесен мĕн пур оборудование тулли хăватпа ĕçлеттермелле, инвестицисене ытларах явăçтарса производство фончĕсене çĕнетсе пымалла.
Пĕчĕк бизнесра, уйрăм предпринимательсемпе пĕрле, ĕçлекенсен 10 проценчĕ тимлет. Вĕсен производство калăпăшĕ, пĕтĕмĕшле туса илнĕ продукцин 37 проценчĕ чухлĕ шутланать.
Иртнĕ çулта ваккăн сутмалли таварçаврăнăшĕ 19 процент чухлĕ ÿснĕ. Мĕн пур таварçаврăнăшĕн 79 проценчĕ Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем çине лекет. Хатĕрлев енĕпе те ĕçсем палăрмаллах лайăхланнă, 49 процент чухлĕ ÿснĕ. Халăха 73 млн тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшусем панă.
Çăмăл мар пулин те, районта строительство ĕçĕсем чарăнмаççĕ, пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă объектсем хута каяççĕ, ялсене газ çитереççĕ, пĕрлехи практика врачĕн уйрăмĕсем, тĕслĕх библиотекăсем уçăлаççĕ. 2004 çулта инвестици ĕçне аталантарма мĕн пур çăл-куçсенчен 238 млн тенкĕпе усă курнă. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси 15 процент чухлĕ ÿснĕ, 21856 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă.
Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ипотека кредичĕн программипе 11 çемье 2,183 млн тенкĕ, 29 çемье 6,848 млн тенкĕ çăмăллатнă кредит, 22 çамрăк çемье каялла тавăрса памалла мар субсиди 1,142 млн тенкĕ чухлĕ илнĕ. «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа субсиди илме 44 çемьене 4,850 млн тенкĕлĕх свидетельство панă.
Иртнĕ çулта 74,1 километр газ пăрăхĕсене хута янă, 1237 килпе хваттере «кăвак çулăм» çитнĕ. Хальхи вăхăтра районти çынсен 74,3 проценчĕ çут çанталăк газĕпе усă курать.
Пĕлтĕр 1,9 км тăршшĕ муниципаллă çул тунă, 2,47 км чухлĕ юсанă. Çавăн пекех Муркаш-Москакасси çула 4,8 км тăршшĕ юсаса çĕнетнĕ. Сосновкăра тата Муркашра спорт залĕсем хута кайнă. Муркашра автовокзал, «Визит» магазин, Калайкассинче автозаправка, т. ыт. те хута кайни район сăн-сăпатне çĕнетсе улăштарма пулăшрĕç.
Районта çыхăну системине аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Муркашри ЛТЦ пĕлтĕр 92 телефон вырнаçтарнă, вĕсен хисепĕ 4084 точкăна çитнĕ. Çавăн пекех юридически вăйра тăракансене 68, 30 уйрăм çынна интернетпа çыхăнтарнă.
Халăх пурнăçĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусем паллă вырăн йышăнаççĕ. Иртнĕ çулта çав пулăшусемшĕн тÿлеме 1651 çемьене 3186 пин тенкĕ субсиди панă. Çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма газ кĕртессине 80 процента çитермелле, урамсене тирпей-илем кĕртмелле, шыв пăрăхĕсене улăштармалла, çĕнĕ урамсене электричество кĕртмелле т. ыт. те.
Обществăри пĕтĕмĕшле лару-тăрăва çынсенн социаллă хÿтĕленин шайĕ лайăх çирĕплетсе парать. Инвалидсене, ветерансене, пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьери ачасене, пĕччен амăшĕсене пулăшасси, социаллă гаранти обязательствисене пурнăçлани – социаллă политикăн тĕп çул-йĕрĕсем. 2004 çулта тĕрлĕ саккунсемпе килĕшÿллĕн çынсене 20,4 млн тенкĕлĕх çăмăллăхсем панă. Пĕлтĕр çынсен укçа-тенкĕ тупăшĕ те ÿснĕ. Вăтам ĕç укçи 2213 тенкĕпе танлашнă (33 процент ÿснĕ). Хальхи вăхăтра районта 10711 пенсионер пурăнать, пенси виçи 196 тенкĕ чухлĕ хăпарнă, унăн вăтам виçи уйăхне 1600 тенкĕпе танлашать.
Район малашлăхĕ – паянхи çамрăксенче. Çавăнпа та район администрацийĕ çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас, вĕрентÿ системине аталантарас тĕлĕшпе нумай тăрăшать. Иртнĕ çулта ку енĕпе чылай ĕçсем пурнăçланă. Хальхи вăхăтра пур вĕрентÿ учрежденийĕсене те газпа ăшăтаççĕ. Шкулсем автобуссемпе, компьютерсем, спорт оборудованийĕ пуянланчĕç. Вĕсем республикăри тĕрлĕ конкурссене, ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Халăх сывлăхне çирĕплетесси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси – пирĕн тĕп задачăсенчен пĕри. Çакна физкультурăпа спорт аталанăвĕ те лайăх çирĕплетет. Иртнĕ çулта районта массăллă разрядлă спортсменсене 2458, 1 разрядли – 52, спорт мастерĕн кандидачĕсене 4 хатĕрленĕ. Спорт секцийĕсемпе ушкăнĕсенче 7088н хăйсен ăсталăхне ÿстереççĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн спортсменĕсем ăмăртусенче лайăх кăтартусем тăваççĕ.
Анчах та мĕн çĕнсе илни чикĕ мар, лăпланса лармалли сăлтав та мар. Халăх сывлăхне çирĕплетес ĕçре физкультурăпа спорт массăлăхне ÿстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕ «Сывă хуласем» проектра çирĕплетсе хăварнă. «Сывă çын кăна активлă ĕçлеме, пурнăç шайне ÿстерме, малашлăха шанчăкпа пăхма пултарать», - тесе палăртрĕ ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров. Президент Указĕсене тата çав проекта пурнăçласа районта «Сывлăх профильне» хатĕрленĕ. Вăл çын сывлăхĕ çине мĕнле сăлтавсем витĕм кÿнине лайăх палăртать. Унта районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене лайăх палăртнă. Мĕн пур предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче сывă пурнăç йĕркине тытса пыма условисем пулмалла.
Районта чирлисене квалификациллĕ медицина пулăшăвне пама сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене 4 уçнă. Нискассинчи тата Ярапайкассинчи уйрăмсенсе пĕтĕмĕшле практика врачĕсен Раççейри съезчĕн делегачĕсем пулса курчĕç, вĕсен ĕçне пысăк хак пачĕç. Ярапайкасси уйрăмĕ республикăри конкурсра 2 вырăн йышăнчĕ. Сыпайри фельдшер пункчĕ республикăри конкурсра 1 вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Ачасем çураласси ÿсни савăнтарать, çав вăхăтрах вилекенсен хисепĕ чакманни те шухăшлаттарать. «Сывлăх профилĕ» районти демографилле лару-тăрăва та лайăхлатма пулăшасса шанас килет.
Культура учрежденийĕсен ĕçĕнче те иртнĕ çулта ырă улшăнусем сахал мар пулчĕç. Пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен ăсталăхне ÿстерсе пынине смотрта тепĕр хут уççăн кăтартса пачĕç, пуян репертуарпа савăнтарчĕç.
Юнкăри Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ ветерансен хорĕ çамрăксене кăмăл-сипет тата патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывать.
Культура учрежденийĕн пурлăх бази те пуянланса пырать, хальхи вăхăтра вĕсен 65 процентне газпа хутса ăшăтаççĕ. 2004 çулта 4 библиотекăран информаципе культура центрĕсем туса хунă, кирлĕ çĕнĕ техникăпа тивĕçтернĕ.
Ăрусен çыхăнăвне çирĕплетес, çамрăксен тавракурăмне анлăлатас, ырă йăла-йĕркесене упраса хăварас тĕлĕшпе «Муркаш районĕ. Йăла-йĕркесем, уявсем» кĕнеке кăларни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Пирĕн паянхи уяв Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленĕ тапхăрта иртет. Пирĕн паянхи уяв Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ тапхăрта иртет. Вăрçă ветеранĕсем хаяр çапăçусенче çĕршыв ирĕклĕхне сыхласа хăварнă, тылра те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн нумай тăрăшнă. Совет Союзĕн Геройĕсем район историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕç. Паян вĕсен ячĕсене Муркаш районĕн Хисеп кĕнеки çине кĕртетпĕр. Хисеплĕ ветерансем! Сире нумай çулсем пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп, яланах çирĕп кăмăллă пулăр. Сирĕн пурнăç условийĕсене малашне те лайăхлатса пыма тăрăшăпăр.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ ЧР Президенчĕ тата Правительство пулăшăвĕнчен те, район администрацийĕ депутатсен корпусĕпе, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, обществăлла организацисемпе пĕрле - ĕçленинчен, мĕн пур халăх тăрăшулăхĕнчен килнĕ. Шупашкар хули те, ентешсем те пире тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшаççĕ.
Эпир пĕрле чухне кирек епле йывăрлăхсене те çĕнтерме пултаратпăр. Сире пурне те ырми-канми вăй хурса ĕçленĕшĕн чĕререн тав тăватăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Сирĕн çемйĕрсенче яланах килĕшÿ, тату пурнăç пултăр. Муркаш районĕн ятне яланах çÿлте тытар, унăн чапне çĕклер.
Район кунĕ ячĕпе пурне те!
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"