10 февраля 2005 г.
Пурнăçра тĕллев пулмалла, ун патне çитме çунса тăмалла. Кун пек чухне çул çинче тĕлпулакан йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал та тупăнать. Мĕн шухăшлани пурнăçланатех. Ку вăл уйрăм çын-и, предприяти-и – пурпĕрех çапла.
Акă, Муркаш райповнех илер-ха. Юлашки çулсенче мĕн чухлĕ çитĕнÿсем турĕ. «Мĕншĕн пирĕн ятлă-сумлă райпосен шутĕнче пулмалла мар?» - терĕç пулмалла та, малтанхи вăхăтрисенчен чылай сулмаклă утăмсем турĕç. Центросоюз ирттерекен кооператорсен ăмăртăвĕнче 2-3 вырăнсенчен пĕрре те чакмасть. Тĕрĕсех ĕнтĕ: Мăн Сĕнтĕрсем миçе çул пĕр улшăнми тытса пыракан 1 вырăн хыççăнхи курăмлă вырăнсене мĕншĕн ют районсене парса намăс курас?
Юлашки кăтартăвах илер-ха, акă. Иртнĕ çул Муркаш райповĕ пĕтĕмпе 134 миллион тенкĕлĕх тавар çаврăнăшĕ тунă. Ку вăл Муркаш райповĕ тивĕçтерекен вырăнсенче пурĕ коммерци суту-илÿ предприятийĕсем 15 пулнине пăхмасăр. Коммерци юхăмĕнче пĕр тикĕс те çирĕп тытăнса тăма ай-яй! çăмăл мар. Кун пирки вара Муркаш райпо Канашĕн ертÿçи Б.В. Андреев хăй çапла калать.
- Вĕсем çапла йышлă пулни пирĕншĕн лайăх анчах. Тавар туянакансем пирĕн таварсене килĕштерсе суйласа илмелли çĕнĕ çул-йĕр шырама хистет. Алла усса лăпланса ларма памасть.
Чăннипех те, паян Муркаш райпо магазинĕсенче таварсем пасартинчен йÿнĕрех. Чим-ха, çакăн вăрттăнлăхĕ пирки Борис Васильевичран хăйĕнчен ыйтар-ха:
- Хамăра тавар тивĕçтерекен базăсемпе, предприятисемпе эпир килĕшÿ туса ĕçлетпĕр. Халиччен те унта палăртнисене эпир пăсман. Укçа вăхăтра, маларах куçаратпăр. Пире шанаççĕ. Таварсене пысăк партие илсе килнипе пире хакĕсене 5-6 процент йÿнĕрех параççĕ пире. Çакă паллах тавар хакĕсене те магазинта йÿнĕрех сутма май парать. «Аккондпа», чăлхапа-трикотаж фабрикипе, Шупашкарти базăсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Мускавран, Чулхуларан илсе килетпĕр таварсене.
- Юлашки çулсенче суту-илÿ предприятийĕсене юсаса хăт кĕртессипе нумай ĕçлетĕр. Иртнĕ çул та ырă улшăнусем сахал мар пулчĕç вĕт?
- Иртнĕ çул морозильникпа холодильниксем 19 илтĕмĕр. Ярапайкассипе Атапай, Елшикпа Ваçкасси магазинĕсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Выççăлккă Хуракассинче (сăн ÿкерчĕкре) çĕнĕ магазин уçрăмăр. Шетмĕпуçĕнче 10 çул хупă тăнă магазин вырăнĕнче закусочнăй тата ветеринари киоскĕ уçрăмăр. Халĕ унта çамрăксем культурăллă канма пултараççĕ. Чăн та, малтан ял администрацийĕнче çамрăксемшĕн эрех ĕçмелли вырăн пулмĕ-ши тесе иккĕленсе тăчĕç. Кăлăхах. Хĕрсемпе каччăсем канма пуçтарăнаççĕ унта, Анаткасра та пирĕн клуб çывăхĕнче закусочнăй пур. Телевизор, видеомагнитофон пăхаççĕ унта, музыка центрĕпе савăнаççĕ. Халиччен те йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман.
Иртнĕ çулхи декабрьте тата Санкт-Петербургран 30 пин тенкĕ тăракан тĕтĕмлекен агрегат туянса килтĕмĕр. Кăлпасси цехĕнче малалла кăлпасси тума пăрахатпăр. Унта чăх, пулă тĕтĕмлеме пуçлатпăр. Ку ĕç пуçланчĕ ĕнтĕ. Пахалăхĕ япăх мар, çынсем кăмăлласах туянаççĕ.
- Çитĕнÿсен сăлтавне хăвăр мĕнре куратăр?
- Чи малтанах, халăхра куратăп. Çынсем ĕçлесе укçа илеççĕ пулсан пирĕн те тавар лайăх каять. Пирĕн тавар мĕнле кайнине шута илсен, халăх пирĕн чухăн мар.
Иккĕмĕшĕнчен, çитĕнÿ сăлтавĕ – пирĕн ĕç коллективĕнче. Сутуçăсем те паян 15-20 çул каяллахи шухăшсене улăштарчĕç. Ун чух таварсем «дефицит» чухне вĕсене патша майрисем пек шутлатчĕç.
Паян апла мар. Вĕсем тавар туянакансенчен кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ, кашнинпе тимлĕ. Ара, тавар туянакансем те паян 10 çул каяллахисем мар. Хăйсене юратаççĕ, хисеплеççĕ. Апла пулсан, вĕсене хисеплемелле пирĕн. Юлашки çулсенче тата çакă палăрать. Потребительсен апат-çимĕç культури ÿсрĕ. Халь кăлпассинчен ытларах улма-çырласем ытларах туянаççĕ. Апат-çимĕçе хаклисене илме тăрăшаççĕ. Эрехсем пирки те çавнах каламалла. Ытларах халь хĕрлĕ, тутлă эрехсем илме пуçларĕç. Çитменнине – хаклăраххисене. Çавна шута илсе кăçал пасар çумĕнчи апат-çимĕç магазинĕнче эрех-сăра магазинĕ туса хурасшăн. 500-600 тĕслĕ эрех пулĕ унта.
Автортан. Хамăрăн калаçăва татсах эпĕ Борис Васильевичран «халăха ĕçке ертместпĕр-и капла; тесе ыйтрăм. Хуравĕ вара çапла пулчĕ. Паян 10 çул каяллахинчен эрех-сăра икĕ хут ытла сахалрах сутăнать. Ун чух çулталăкне 52 пин декалитр сутăннă пулсан, халь – 18 пин декалитр. Магазинта сутакан эрехпе халăх ĕçке ермест. Пурте эрех илсе ĕçеймест.
- Халăх райпо магазинĕсене шанни сирĕн хатĕрлев ĕçĕнчен те курăнать?
- Чăнах та, пĕлтĕр ку енĕпе 10 миллион тенкĕ ытларах тавар çаврăнăшĕ турăмăр. Çав шутран 6 миллион та 500 тенкĕлĕх халăхран аш, сĕт, ытти чĕртавар туянтăмăр. Пирĕнпе ĕçлени хăйсемшĕн те лайăх çынсене. Эмел курăкĕ пухса, пĕр кунта 200-300 тенкĕ ĕçлесе илме пулать.
- Кăçалхи ĕмĕтсем мĕнлисем?
- Кăçал пирĕн пур суту-илÿ предприятипе çут çанталăк газĕ кĕртсе пĕтермелле. 64 магазинтан 4шĕнче халлĕхе кĕртмен.
Иккĕмĕшĕнчен, Парк урамĕнче июль уйăхĕнче çĕнĕ магазин уçасшăн. 1 миллион çурă тÿленĕ ĕнтĕ. Ăшă кĕртнĕ, халĕ шалти ĕçсем пыраççĕ.
Отарккăри пекарня 10 çул хупă ларчĕ. Паянхи куна унта газ кĕртрĕмĕр, юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. 1 миллион та 300 пин тенкĕлĕх оборудовани илмелле, 300 пинлĕх илсе килнĕ. 1 миллион тенкĕлĕх лизинг шучĕпе кÿрсе килмелле. Çапла вара ку пекарьнăра малалла хура çăкăр пĕçерме пуçласшăн. Лантăшри пекарня ун чух шурă çăкăр пĕçерессипе ĕçлĕ, çакна валли унта оборудовани пĕтĕмпех пур.
Автортан. Хамăрăн калаçу вĕсенче вара райпо канашĕн пуçлăхĕ чи пултаруллă коллективсене асăнчĕ. Муркашри «Центральнăй», Ярапайкассинчи магазинсен, «Пельменнăй», район администрацийĕн буфечĕн, Лантăшри пекарня коллективĕсем чи пултаруллисем. Ыттисем те вĕсенчен юласшăн мар. Ĕçлеме кăмăл та пур вĕсен. Кăçал райпо ĕç укçине 20 процент хăпартса пачĕ. Çав тери кирлĕ чухне хăйсен ĕçченĕсене укçа кредит парса та пулăшать райпо.
Эппин, малалла ĕçлес кăмăл тата пысăкрах пултăр Муркаш райпо коллективĕн, çитĕнÿ çулĕсем те вĕсен уçăлсах пыччăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"