Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир спортра та пултаруллă

10 февраля 2005 г.

 

Муркаш районĕ республикăра пултарулăхпа тата пуçарулăхпа палăрса тăрать. Пур енĕпе те. Спортах илер-ха, акă. Республика шайĕнчи мĕн чуль çĕнĕ ăмăрту пуçартăмăр: Е. Андреев, В. Егорова парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртусем, район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăрту та халь ытти районсенче те иртет пулмалла. Чи малтан камсем ирттерчĕç кăна; Муркашсем. Пирĕн районта «шăтса» ăнăçлă çитĕннĕ спортсменсем - республика шайĕнче çеç мар, Раççей тулашĕнче, тĕнче шайĕнче паллă ятсем. Паян камсем тăсаççĕ вĕсен çĕнтерÿ çулне; Çак ыйтуран пуçларăмăр та ĕнтĕ хамăр калаçăва район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçин çумĕпе М.А. Романовпа.

- В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсенчен Татьяна Моисеева – хĕллехи биатлонпа тĕнче класлă спорт мастерĕ, Вера Соколова, Петр Трофимовпа Сергей Васильев хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт мастерĕсем, вĕсене Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Халĕ вĕсем пурте Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренеççĕ.

Çакна та палăртас килет: иртнĕ çула В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тата хушма вĕрентÿн муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕ – ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн çамрăк воспитанникĕсем те пысăк çитĕнÿсем турĕç. Д. Григорьев, Н. Жирнова, Н. Алексеева, Н. Столбова йĕлтĕрçĕсем пирки пырать сăмах. Вĕсем пурте йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш Республикин чемпионĕсем пулса тăчĕç. Н. Охотникова вара – хăвăрт утассипе ЧР чемпионки. Хушма вĕрентÿн муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн – ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн çамрăк боксерсем С. Черкашин, А. Никитин, А. Тимофеев, С. Филиппов - ЧР чемпионĕсем. Вĕсенчен Черкашинпа Никитин спорт мастерĕн кандидачĕсен нормативне пурнăçларĕç. Июнь уйăхĕнче Шупашкарта пулса иртнĕ Пĕтĕм Чăваш спорт олимпиадине аса илме те кăмăллă: Муркашри кирпĕч завочĕн водителĕ В. Степанов унта 90 килограмлă ытларах виçе категорийĕнче 2 вырăн йышăнчĕ. Вырăс лаптилле выляссипе вара унта пирĕн район команди 2 вырăн хуçи пулса тăчĕ.

- Иртнĕ çул та спорт ăмăртăвĕсемпе пуян пулчĕ вĕт.

- Районти тата хуçалăхсем ирттернĕ ăмăртусене пĕрле шутласан, 60 пулчĕç ун пек мероприятисем. Вĕсенчен 8 пин çын хутшăнчĕ. Иртнĕ çул пирвайхи хут район центрĕнчи çĕнĕ спорт залĕнче çамрăксен представителĕсен 1 спартакиадине ирттертĕмĕр. Унта пур ял администрацийĕсем те хутшăнчĕç. Шкул çулне çитмен ачасен 1 спартакиадине иртнине те палăртасах килет. 5 ача сачĕ хутшăнчĕ унта: «Малыш» çĕнтерчĕ. Районта çеç мар, республикăри ăмăртура та Отарккăсем çурçĕр районĕсем хушшинче 1 вырăн çĕнсе илчĕç.

Шкул ачисен спартакиадине ирттересси те районта ырă йăлара ĕнтĕ: 12 тĕспе иртет вăл. Унта Муркаш шкулĕпе Кашмаш шкулĕ çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Орининсемпе Çатракассисем, Панклисемпе Шомиксем – призерсен шутĕнче.

Ĕç çыннисен спартакиади вара спортăн 11 тĕсĕпе иртрĕ: «Оринино» хуçалăх çĕнтерчĕ унта. Ильич ячĕллĕ хуçалăхпа «Ударник» 2 тата 3 вырăнсене çĕнсе илчĕç.

- Чăваш Республикинчи хуласемпе ялсем хушшинче  физкультурăпа сывату ĕçне тата массăллă спорта йĕркелесе аталантарассипе пирĕн район 6-мĕш вырăн йышăнчĕ. Республикăра миçе хулапа районне шута илсен, ку пĕрре те япăх мар. Тата, ав, 5 Пĕтĕм Чăваш олимпиадинче те пирĕн район команди 4-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Пирĕн район администрацийĕ халăх сывлăхне çирĕплетессине, массăллă спорта аталантарассипе мала хурать çав.

- Чăннипех те, халăх сывлăхне çирĕплетесси, сывă пурнăç йĕркине пурнăçа кĕртесси – район администрацийĕн чи малта тăракан задачăсенчен пĕрисем. Çакна 2003-2006 çулсене валли районта физкультурăпа спорта, туризмпа сывăпурнăç йĕркине аталантарассипе 2003 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчи депутатсен районти Пухăвĕнче ятарлă комплекслă программă йышăнса хăварни те çирĕплетсе парать. Çак программа мĕнле пурнăçланнине иртнĕ çулхи июльте депутатсен районти Пухăвĕнче пăхса тухрĕç. Çавăн пекех физкультурăпа спорт аталанăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн коллеги ларăвĕнче те пĕлтĕр икĕ хутчен пăхса тухнă.

ЧР Президенчĕн 2003 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи «Çамрăксен сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ çинчен» Указне пурнăçласа тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Кашни ял администрацийĕнчен пур çакнашкал плансем. Иртнĕ çулхи январь-март уйăхĕсенче район администрацийĕн 2003 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «Йĕлтĕр йĕрĕ сывлăхлă пулма чĕнет» районти конкурс иртрĕ: Муркаш, Шурча, Хорнуй шкулĕсем тата «Малыш» ача сачĕ çĕнтерчĕç унта. Кăçал та ку «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2005» 1 тапхăрĕ иртрĕ ĕнтĕ районта. 900ĕн хутшăнчĕç унта. 2 тапхăр вара республикăра нарăсăн 13-мĕшĕнче иртет. Унта пирĕн районтан шкул ачисем 70ĕн, çитĕннисем 30ăн хутшăнаççĕ.

Пĕтĕмлетсе каласан, спортпа туслă пулма спортсменсем «çуралма» пирĕн районти условисем çителĕклех. Паянхи куна районĕпе 26 спорт залĕ, вĕсенчен иккĕшне пĕлтĕр хута янă. Сосновка шкулĕнче тата Муркашри вĕрентÿпе культура тата сывлăха çирĕплетмелли центрта спорт сооруженийĕсемпе площадкисем 92. Пемелли тир та пур, йĕлтĕр бази те. Спортпа туслă пул çеç. Ан ÿркен çеç.

Районти икĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче спортăн 5 тĕсĕпе (йĕлтĕрпе чупасси, çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, волейбол тата бокс) 711 вĕренекен туптаççĕ хăйсен пултарулăхне, вĕсенчен 22шĕ - çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекн инспекцинче  учетра тăракансем.

Иртнĕ çул вара пĕтĕмпе массăллă разрядлă 2458, 1 разрядлă 52, спорт мастерĕн кандидачĕсене 4 хатĕрленĕ. Спорт секцийĕсене 7088 çын çÿрет.

Кăçалхи ĕмĕтсем, тĕллевсем вăрттăнлăх мар пулĕ?

Физкультурăпа спорт массăлăхне малалла аталантарма тĕллев лартнă. Кăçал та «Йĕлтĕр йĕрĕ сывлăхлă пулма чĕнет» тата «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2005» конкурссенче массăллăн хутшăнмалла. Муркашра хоккей коробки те кирлех. Çавăн пекех Муркашри плотинара ишмелли йĕрсем хатĕрлемелле: ачасене ишме вĕренме çав тери кирлĕ. Шкул ачисемпе ĕççыннисен спартакиадине ăнăçлă ирттерсе ярасчĕ.

- Мĕнех, ăнăçусем, эппин.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика