Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсен аталанăвĕ пĕрлехи тăрăшулăхран килет

10 февраля 2005 г.

 

ЧР Правительстви темиçе çул каялла ялсенчи социаллă инфраструктурăна аталантарса çынсен пурнăç, ĕç условийĕсене лайăхлатма, çапла майпа вырăнта çамрăк специалистсене çирĕплетсе хăварма тĕллев лартнă. Аталану çулĕ çăмăл мар. Тепĕр енчен илсен, вăл хуçалăх производствин аталанăвĕпе тÿреммĕнех çыхăннă. Ку тĕлĕшпе вара пĕр районта, пĕр пек условисенче ĕçлесе пурăнатпăр пулин те, тĕрлĕ çĕрте лару-тăру тĕрлĕрен.

Йÿçкасси ял администрацийĕн территорийĕнче вара ырă тĕслĕх илмелли, вĕренмелли ытти вырăнти ял администрацийĕсемшĕн сахал мар. Ялсен инфраструктури çине пысăк тимлĕх уйăрнипе кунти социаллă пурнăç пĕр тикĕс аталанса пырать. Паян хаçат вулакансене хăйсен вырăнти пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕпе  Йÿçкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Зиновьевич Иванов паллаштарма кăмăл турĕ.

- Йÿçкасси ял администрацийĕ пĕчĕк мар. Пирĕн территоринче 13 ял, 887 хуçалăх. Вĕсенче 2462 çын пурăнать. Ял администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн территори пур енлĕн епле аван аталанса пынинчен лайăх курăнать. Вырăнти халăхпа тата «Ударник» хуçалăхпа, обществăлла организацисемпе пĕрле килĕштерсе ĕçлени пулăшать те ку тĕлĕшпе.

Пирĕн кулленхи тĕллев вăл – вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтересси, ĕç укçине вăхăтра тÿлесси* çемьере, обществăлла вырăнсенче çынсене лăпкăлăхпа тивĕçтересси, ĕç, пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси. Калас пулать, ку тĕлĕшпе пĕтĕмĕшле лару-тăру япăх мар. Çынсем паян кирек хăш вăхăтра та хăйсен ĕçĕсемпе Шупашкара кайса килме пултараççĕ. Йÿçкассинчен хулана 6 рейс автобус, тепĕр ултă рейс «Газель» микроавтобуссем çÿреççĕ.

Паллах, автобуссене çÿреме такăр çул кирлĕ. Пĕлтĕр Йÿçкассинчен Кивĕ Матьăка каякан çула юсаса çĕнетнĕ. Унсăр пуçне, Анат Панклипе Тури Пакли ялĕсене çыхăнтаракан, Вăрманкасси урамне, Çĕмĕрткасси, Кивĕ Матьăк, Раккаш ялĕсене çул сарма проектсем туса хатĕрленĕ. Май килсен, укçа-тенкĕ тупăнсан кăçал çав ĕçсене пурнăçламалла.

ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров 2004 çулхи сентябрь уйăхĕнче  «Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçлемелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» Указ йышăнчĕ. Çакă пире те тÿреммĕнех пырса тивет. Ку ĕçе эпир çулсеренех пурнăçласа пынă. Çулленех, ялсенчи çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе, тимĕр-бетон ункăсемпе 4-5 çăл туса хута яратпăр. Шыв башнисемпе колонкăсем те йĕркеллех ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулта 15 колонка юсаса çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ урамсене шыв пăрăхĕсем хума проектсем хатĕрлетпĕр.

Газ кĕртессине илес пулсан, ку тĕлĕшпе пирĕн патра ыйту çук. 7 çĕнĕ урама газ пăрăхĕсем хурса хута янă, ку ĕçе вĕçленĕ. Халĕ пур çĕрте те «кăвак çулăмпа» усă кураççĕ.

Ялсен социаллă аталанăвĕ çынсем пурăнмалли çурт-йĕр лартнипе те çыхăннă. Пурăнас текен çын йывăрлăхсенчен хăрамасть, малаллах пăхать. Иртнĕ çулта пирĕн территоринчи 9 çемье каялла тавăрса памалла мар субсиди илчĕ. Ку, паллах, вĕсемшĕн пысăк пулăшу, тĕрек пулчĕ. Патшалăх çурт лартакансене кăçал та пулăшать.

Унсăр пуçне пирĕн территоринче социаллă объектсем хута кайни те савăнтарать, мĕншĕн тесен çакă пĕтĕмпех çынсем валли, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă. Нумаях пулмасть «Ударник» хуçалăх хăй вăйĕпех илемлĕ те капăр суту-илÿ çуртне туса лартрĕ. Унта тĕрлĕ мероприятисем, уявсем тивĕçлĕ шайра иртеççĕ.

Иртнĕ çута вара Йÿçкассинче 50 çын пурăнмалăх ваттисемпе инвалидсен интернат çурчĕ хута кайрĕ. Кăçал участок больници хута каймалла, унта «Моргаушская» МСО строителĕсем ĕçлеççĕ.

Кăçалхи çул çав тери пысăк событипе историе кĕрсе юлать. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине паллă тăватпăр май уйăхĕнче. Пирĕн территоринче вăрçă участникĕсем – 20 çын, салтак арăмĕсем – 11, пĕччен ватăсем – 37н. Вĕсен пурнăç условийĕсемпе кăсăклансах тăратпăр, ку енĕпе вырăнти ветерансен канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çынсем Муркаша çÿресе, черет тăрса ан тертленччĕр тесе, çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк паракан свидетельствăсене илессине вырăнтах йĕркелерĕмĕр. 2005 çул Парксемпе садсен çулталăкĕ пулнă май, çак указа пурнăçлассипе пирĕн те нумай ĕçлемелле. Чи малти вырăнта вара Вăрманкасси ялĕнче паттăррăн çапăçса вилнисене асăнса палăк лартасси тата сквер туса хăварасси. Ăна валли проект хатĕр ĕнтĕ.

Бюджет сферинчи учрежденисен ĕçĕ пирки те темиçе сăмах каласа хăварас килет. Вĕсен ĕçĕ те ялсенчи социаллă аталанупах çыхăннă. Садика – 53 ача, шкула – 369 ача, искусство шкулне 75 ача çÿрет. Искусство шкулĕнче ачасем ташлама, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калама вĕренеççĕ, хăйсен культурине ÿстереççĕ.

Йÿçкасси шкулĕ база шкулĕ шутланать. Ку вĕрентÿ учрежденине ачасене ялсенчен шкул автобусĕ турттарать. Шкул ял администрацийĕпе, база хуçалăхĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. «Ударник» хуçалăх шкул проблемисене ăнланса пулăшма тăрăшнăшăн ăна ял ĕçченĕсен, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе тав сăмахĕ калас килет.

Пирĕн территоринче культура çурчĕсем – 4, библиотекăсем те – 4, вĕсенчен пĕри, Вăрманкассинчи – тĕслĕх библиотека. Культура учрежденийĕсем кану каçĕсене аван йĕркелесе пыраççĕ. Февралĕн 4-мĕшĕнче кунта смотр-конкурс иртрĕ. Панклири драма кружокĕ унта спектакль лартса пачĕ, ытти пултарулăх ушкăнĕсем концерт кăтартрĕç.

Çакна та палăртас килет. Тĕрлĕ ыйтусене татса пама пире ветерансен, хĕрарăмсен канашĕсем, ял старостисем, çамрăксен канашĕ нумай пулăшаççĕ.

Ял администрацийĕн территорийĕ мĕнле ĕçлесе-аталанса пынине халăх курса тăрать. Лайăххипе пĕрлех пăшăрхантараканни те пур. Вăл – урамсене, ялсене тирпей-илем кĕртсе таса тытса тăрасси. Ку çынсен пурнăçри пĕтĕмĕшле культуринчен нумай килет. Мĕн пур обществăлла организацисем, хуçалăх, ял администрацийĕ пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесен ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултаратпăрах.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика