05 февраля 2005 г.
Январĕн 27-мĕшĕнче районти обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем хăйсен 2004 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетсе тишкерчĕç, çĕнĕ лару-тăрури умри çул-йĕре палăртрĕç. Кăçалхи пĕтĕмлетÿ-тишкерĕве район администрацийĕпе ял хуçалăх управленийĕ хăйне евĕр йĕркелерĕç: канашлăва пухăннă хуçалăх ертÿçисене, тĕп зоотехникĕсемпе выльăх тухтăрĕсене, ферма заведующийĕсене кÿршĕлле Шупашкар районĕнчи «Приволжское» вĕрентÿ хуçалăхне илсе кайрĕç. «Мĕншĕн унта? Районта канашлу ирттерме вырăн çук-им?» - тейĕ çиччĕ виçме хăнăхманни. Çак ыйтусенех эпĕ те район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçине Владислав Кириллович Ананьева патăм. Кашни ыйтăвах туллин тишкерсе хаклаканскерĕн хуравĕ çапла пулчĕ.
- Ыйтăвĕ, чăнах та, çиччĕ виçме хăнăхманнисен темелле. Вăл пуласса эпир пĕлнĕ, кĕтнĕ. Халĕ çакна калатăп. «Приволжское» кÿршĕллĕ хуçалăх пулин те, унта чылайăшĕ пулса курман, ĕç çине çурăмпа тăмасан, пĕрешкел условирех хамăр вăйпах мĕн тума пултарнине пĕлмеççĕ. Курман-илтменĕн пĕр хуйхă тенипе лăпланакансене çакна пĕлтерем: юлашки 2-3 çулта «Приволжское» хуçалăх выльăх ĕрчетессипе çĕнĕ чÿрече уçса аталану çулĕпе пысăк утăм малалла турĕ. Паян пирĕн вĕсенчен энергипе ресурссем перекетлессипе, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе, чĕр тавартан хатĕр продукци туса рынока тухассипе, малашлăха пăхса çĕнĕлĕхсемпе усă курса сысна ĕрчетессине тупăш çулĕ çине кăларассипе, фермăсем таса та ăшă тытассипе вĕренмелли нумай. Çакна пĕлсе тата хаклă вăхăта çухатмасăр канашлу валли «Приволжское» хуçалăх базине суйласа илтĕмĕр. Унта пĕрле пулса курнисем пирĕн ĕçе тĕрĕс хак парĕç, тетĕп. Халĕ асăнни-курнисемпе паллашнă хыççăн пире наука ĕçченĕсем выльăхсене тулли пахалăхлă апатпа тивĕçтерни мĕнле кăтартусем патне çитерни, производствăна мĕн чухлĕ ÿстерме пулăшни çинчен т. ыт. те хамăр курнă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа пачĕç. Пĕтĕмлетÿ туса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов кунти çĕнĕлĕхсене кая юлмасăр хамăр патра алла илмелли çинчен каларĕ. Канашлăва хутшăннисем курни-илтнипе пуш параппан çапмасса шанас килет. Умри тĕллевсем пысăк.
Кĕске справка. 2004 çул пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн район аш-какй туса илессипе (100 гектар ял хуçалăх çĕрĕсем пуçне 73,3 центнер) республикăри 21 район хушшинче 2003 çулхи пекех Шупашкар районĕ хыççăн иккĕмĕш, 100 гектар çĕр пуçне сĕт сăвассипе (329 центнер) пĕрремĕш, мăйракаллă шултра выльăх йышĕпе (10318 пуç) пĕрремĕш, сумалли ĕнесен кĕтĕвĕпе (3871 пуç) пĕрремĕш, сыснасен йышĕпе (14823 пуç) пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Апла пулсан пур-ха пирĕн хăватăмăр.
- Пурте вĕрентÿ хуçалăхĕнчи пек çÿллĕ шайра мар пулсан та, пирĕн те ырă туртăмсем пурах-тăр?
- Кăна хирĕçлейместĕп. «Приволжское» вĕрентÿ хуçалăхне кайнине вара хамăр ĕçпе, мĕн тунипе çырлахса лармалла маррипе сăлтавлатăп: вĕренмелле, вĕренмелле, вĕренмелле. Хамăр районти ырă туртăмсем çинчен каланă май «Ударник» хуçалăхра пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5052 килограмм (районăн вăтам кăтартăвĕ 3303 кг) сĕт сунă, «Свобода» хуçалăхра 100 гектар çĕр пуçне 153,6 центнер аш-какай (районăн вăтам кăтартăвĕ 73,3 центнер) туса илнĕ. Сĕт е аш-какай туса илессипе çавăн пекех «Оринино», «Герой», Ленин яч. хис., Ильич яч. хис., «Лидер», «Восток», «Чемеево», «Передовик» хуçалăхсем япăх мар ĕçленине палăртмалла. Çав вăхăтрах «Нива», «Юнга», «Тораево», «Сеятель», «Хлебороб», К. Иванов яч. хис., Мичурин яч. хис., «Волга», «Динамо», Чкалов яч. хис., «Колос»хуçалăхсенче пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 852-2712 килограмм çеç пулнă. Продукци илсе çитерейменнин тĕп сăлтавĕсем: ертÿçĕсемпе специалистсем тимлĕх çитерейменни, ĕç йĕркелĕвĕ япăххи, кĕтĕве çĕнетесси тивĕçлĕ марри, тулăх тăрантарманни. Начаррисене пăхмасăрах сĕт сăвассипе 2004 çула 25 хуçалăхран 19-шĕ тупăшпа вĕçлерĕç. 16 миллион тенкĕрен иртнĕ таса тупăш фермăсене лайăхлатма, технологисене çĕнетме, апат пахалăхĕпе пулăхлăхне баланслама каясса шанатăп.
Ĕнесен кĕтĕвне интенсивлă çĕнетсе пырасси пăрусем илессипе тÿреммĕнех çыхăннă. Пĕлтĕр район 100 ĕне пуçне 74 пăру илчĕ, виçĕм çулхинчен 3 пуç сахалрах. Кунта та малтисемпе кайрисем хушшинчи уйрăмлăх пысăк. Акă, Ленин яч. хис., Ильич яч. хис., «Сундырский» хуçалăхсенче 100 ĕне пуçне 94-81 пăру илеççĕ пулсан, «Сеятель», «Хлебороб», Е. Андреев яч. хис., «Оринино», Мичурин яч. хис., «Передовик», «Герой», К. Иванов яч. хис. хуçалăхсенче 41-68 пуç çеç. Çак çулпа кайни юлашкисене кĕтĕве вăхăтра çĕнетме, çавна май тивĕçлĕ продукци илме ура хурать. Кунта çамрăк выльăхсен ÿт хушаслăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ: 4-5 пин литр сĕт паракан ĕне тумалли тынашкан талăкра 700 грамран кая мар ÿт хушмалла. Пĕлсе тăнă çĕртех технологие пăсса ĕçленĕрен «Сеятель», Суворов яч. хис., «Хлебороб», Е. Андреев яч. хис., Мичурин яч. хис., «Сундырский», «Чемеево», «Волга» хуçалăхсенче пăрусемпе тынашкасен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 319-322 грампа танлашать, 1 центнер ÿт хушма 15 центнер апат единици каять. Çаксемпе пĕр вăхăтрах «Свобода» хуçалăхра интенсивлă технологипе ĕçленĕрен тынашкасем 400 килограмлă виçене ыттисем пек 2,5 çулта мар 1,5 çулталăкра çитеççĕ. Талăкри вăтам ÿт хушалăх 783 грампа танлашать. Çапла вара Кашмашсемпе Çатракассисем 1 центнер ÿт хуштарма 8,5-9 центнер апат единици çеç тăкаклаççĕ.
- Район яланах сысна ĕрчетессипе палăрнине кура çак ĕç паян мĕнле шайра-ха?
- Маларахри çулсенче сысна ĕрчетесси тупăшлă мар текен сăмах-юмах çак отрасль çине пысăк витĕм кÿчĕ. Йывăрлăхсем умĕнче алă усакансем сыснасен йышне питех те пĕчĕклетсе ячĕç. Паян çак «ĕç» çĕнĕ технологисем çине вăхăтра пăхма ÿркеннипе пулни курăнать. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсем пуçламăшĕнче сысна ашĕ районта пĕтĕмĕшле аш-какай производствинче 50 процент йышăннă пулсан, пĕлтĕр унăн виçи районĕпе 35,7 процент çеç пулчĕ. Юлашки çулсенче сысна какайĕн хакĕ ÿснине, ăна тупăшлă туса илмелли технологисем вăй илнине тата районта ăратлă сыснасемпе ĕçлекен хуçалăхсем сыхланса юлнине шута илсен, пирĕн çак производствăна малалла яма майсем пур. Вĕсемпе кая юлмасăр усă курмалла. Хальлĕхе чылай хуçалăхсенче сысна ĕрчетессине хăй еккипе янă, фермăсен продуктивлăхĕ пĕчĕк, сысна ашĕ туса илес тăкаксем пысăк. Сысна ĕрчетессипе ĕçлекен 22 хуçалăхран 9-шĕнче кăна пĕлтĕрçак ĕç тухăç кÿчĕ.
Иртнĕ çулсенче хуçалăхсенче сыснасен йышне сахаллатнипе пĕрлех ÿт хушаслăх та пĕчĕкленчĕ. «Свобода», «Чемеево», Суворов яч. хис. хуçалăхсенче талăкри вăтам ÿт хушаслăх 504-345 грамм пулсан, «Юнга», «Хлебороб», «Восток», «Сундырский», «Волга», Мичурин яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче çак кăтарту 2 хут е ытларах та пĕчĕк. Çакăнта сыснасен рационне протеин, микроэлементсемпе витаминсем сахалрах кĕртни, япăх пахалăхлă апат пани пысăк çитменлĕх.
Кунта хамăр районта иртнĕ кĕркунне «Провими» фирмăн белоклă витаминлă минераллă хутăшĕсемпе усă курма пуçланин ырă тĕслĕхĕпе паллаштарам. Çакăнта сыснасене типпĕн апатлантарасси никĕсленнĕ. Асăннă фирмăпа паян «Лидер», «Ударник», «Оринино», Ильич яч. хис. хуçалăхсем ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, «Лидер» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра 2003 çулта сысна ĕрчетни 648 пин тенкĕ тăкак кÿнĕ пулсан, 2004 çулта хуçалăх тăкаксенчен хăтăлчĕ. Ноябрь-декабрь уйăхĕсенче кăна самăртма хупнă сыснасем талăксерен 662 грамм, 2-4 уйăхсенчи сыснасем 405 грамм ÿт хушрĕç. Пĕр центнер ÿт хушма 4 центнер апат единици кайрĕ. Çак технологие суйласа илнĕрен сысна пăхакансен ĕç условийĕсем тĕпрен улшăнчĕç, фермăсенче тасалăх тымарланчĕ, çынсен ĕçлес кăмăлĕ малалла кайрĕ. Çак тĕслĕх çĕнĕ технологисене алла илни малашлăха çул уçнине яруççăн çирĕплетет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"