Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашра – Америка дипломачĕ

05 февраля 2005 г.

 

Чăваш Республикине, çавăн пекех Муркаш районне те, тĕрлĕ çĕршыв представителĕсем килсе кураççĕ, нумай ыйтупа кăсăкланаççĕ.

Февралĕн 1-мĕшĕнче Муркаш районне Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен Раççей Федерацийĕнчи посольствин экономика пайĕн 2 секретарĕ Натан Лейн килсе кайрĕ. Ăна ĕç, экономикăпа социаллă аталану, халăх сывлăхĕн, тулашри инвестицисен ыйтăвĕсем интереслентернĕ. Унпа пĕрле ЧР ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕ В.В. Андреев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, Муркаш районĕн тĕп врачĕ В.Г. Данилов, район администрацийĕн социаллă политика управленийĕн  ертÿçин çумĕ А.Н. Кузьмин пулнă.

Малтанах Муркашра район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа тĕл пулу иртнĕ. Хăна патшалăх çăмăллăхĕсене укçан саплаштарас енĕпе пурнăçлакан реформăна ĕçе кĕртнин малтанхи кăтартăвĕсемпе кăсăкланнă, ку тĕлĕшпе кăмăллă юлнă. Мĕншĕн тесен, ЧР Правительстви тăрăшнипе çак ĕç ытти районсенчи пекех пирĕн районта та йĕркеллĕ пулса пырать.

Ун хыççăн  Натан Лейн Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче тата Йÿçкассинчи ваттисемпе инвалидсен интернат çуртĕнче пулса курнă. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче хăна кабинетсен, пĕтĕм уйрăмăн ĕçĕпе паллашнă май çăмăллăхсемпе усă куракан категорисене эмелсемпе мĕнле тивĕçтерни пирки ыйтнă. Йÿçкассинче вăл ветерансен пурнăç условийĕсемпе паллашнă.

Натан Лейн хăйне кăсăклантаракан ыйтусемпе районта лару-тăру йĕркеллĕ пулнине палăртнă, пур енĕпе те кăмăллă юлнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика