Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăкри чи пултаруллă каччă

05 февраля 2005 г.

 

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ пуçарнипе февралĕн 23-мĕшĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне тата Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа «Çулталăкри джентельмен» конкурс ирттереççĕ.

Унăн тĕллевĕ – районти çамрăксен обществăлла юхăмне аталантарасси, çамрăксен творчествăлла çĕнĕ пĕрлешĕвĕсене тупса палăртасси, сиенлĕ йăласене асăрхаттарса сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси, вырăнсенче çамрăксемпе ĕçленин ырă опытне сарасси, патриотизмла воспитани парасси т. ыт. те.

Конкурс положенине мĕн пур предприятисемпе организацисене, вĕрентÿ учрежденийĕсене çитернĕ. Унта хутшăнма заявкăсене февралĕн 15-мĕшĕччен тăратмалла.

Çак конкурса ял администрацийĕсем çумĕнчи, предприяттисемпе организацисенчи çамрăксемпе ĕçлекен канашсем, шкулсенчи çул çитмен çамрăксемпе çамрăксен пĕрлешĕвĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Унта тĕрлĕ енлĕ конкурссем пулаççĕ: харпăр хăйне паллаштарни, Аслă Отечественнăй  вăрçă çинчен, юрра-ташша пултарни, хальхи кĕпе-тумтир моделĕсене кăтартни, спортри пултарулăх тата конкурс-вăрттăнлăх. Çĕнтерÿçĕсем дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика