Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуç таятпăр сирĕн умăрта

05 февраля 2005 г.

 

Ку çул чи пысăк уявпа паллă: Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитет. Çавна май районти библиотекăсенче çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕç вăй илсех пырать. Акă, февралĕн 3-мĕшĕнче районти ача-пăча библиотекинче паттăрлăх урокĕсем иртме пуçларĕç. Мускавшăн, Сталинградшăн, Курскшăн пынă çапăçусем епле хĕрÿ иртнине ветерансем епле манĕç-ха; Шкул ачисем те ку тĕлĕшпе халĕ хăйсен пĕлĕвне анлăлатсах пыраççĕ çав паттăрлăх урокĕсенче.

Ялти библиотекăсенче те Çĕнтерÿ юбилейне кĕтсе илессипе хастар ĕçлеççĕ. Юнкăри моделлĕ библиотекăра «Вĕсен ячĕ историе кĕчĕ» стенд хатĕрленĕ. Вăрçăра пуç хунă пĕр салтак ячĕ те, çĕнтерÿпе таврăннă пĕр ветеран та манăçмасть кунта: «Пуç таятпăр, куççÿле пытаратпăр» ятпа вĕсем çинчен йăлтах компьютерта даннăйсен бази пур.

Сосновкăри моделлĕ библиотекăра вара «Мухтав çĕнтерÿçĕ-салтака» ятпа электронлă  презентаци пырать. Кашмаш библиотекинче паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ пулсан, Турайсем «Ман асатте – фронтовик» ятпа литература конкурсне пуçарнă.

Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарас умĕн кирек епле мероприяти йĕркелесен те, тĕллевĕ пурин те пĕрре – Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă салтаксем яланах чĕрĕ пирĕн чĕрере, çĕнтерÿпе таврăннă кашни ветеран пирĕншĕн – улăп-паттăр. Таймапуç вĕсене.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика