Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ача конкуренцие чăттăр

05 февраля 2005 г.

 

Паянхи ялти шкул пĕлтерĕшĕ мĕнле-ха? Вăл халĕ ахаль шкул кăна мар, ялти культура, социаллă пурнăç центрĕ те. Шкулта паян кашниех, çемье тупăшне пăхмасăрах, лайăх пĕлÿ илсе конкуренцие чăтма пултарать. «Вĕрентÿ системине реформăласси» проект шăпах çак тĕллеве тĕпе хурать те. вăл республикăра 2003 çултанпа ĕçлет. Ăна Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтерсе тăрать. Ялти шкулсен тытăмне улăштармалли программăпа килĕшÿллĕн пĕчĕк комплектлă шкулсем вырăнне вĕрентÿ центрĕсем туса хураççĕ. Республикăра база шкулĕсене пĕтĕмпе 27 йĕркеленĕ.

Шкулсенчи улшăнусем пирки вырăнта пурăнакансем хăйсем мĕн шутлаççĕ, кунти ĕçсем пирки мĕн те пулин пĕлеççĕ-и; Çак тĕллевпе республикăри кашни районта пурăнакансене анкета çыртарнă, пĕтĕмпе 315 çынна ыйтусем панă, вĕсем вĕрентÿ системипе хăш енĕпе те пулин кăштах çыхăннăскерсем пулнă.

Ыйтнисенчен 92 проценчĕ çак реформа пирки, 68 проценчĕ реформăна пурнăçлама Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕн грантне выляса илнине пĕлеççĕ.

Анкетăра 21 ыйту, вĕсенчен 19-шне 4 пая реформăн çул-йĕрсем çине пайланă. Вĕсен шутĕнче – финансăн çĕнĕ механизмне туса хурасси* вĕрентÿ системине ертсе пырассине лайăхлатасси* ялти шкулсен тытăмне улăштарасси* пуçламăш професси пĕлĕвне илессине çĕнетсе лайăхлатасси.

Ыйтнисенчен 80 проценчĕ ытла çак реформăна ĕçе кĕртнине  ырлаççĕ. Вĕсем шкулсенче бюджет тулашĕнчи (спонсорсен) укçипе усă курнине* попечительсен канашĕсене тата ашшĕ-амăшĕсен комитетне туса хунине, база шкулĕсем йĕркелесе аслă классенче профиллĕ пĕлÿ панине, вĕрентÿпе культура центрĕсене уçнине, «Шкул автобусĕ» тата «Шкул патне çул» программăсене пурнăçланине* ĕç паракансемпе (база хуçалăхĕсемпе) килĕштерсе ĕçленине ырлаççĕ.

Ыйтнисен 30 проценчĕ пĕчĕк комплектлă шкулсене хупса вĕрентÿ центрĕсене йĕркеленине, 25 проценчĕ шкулсене финанс тĕлĕшĕнчен хăйтĕллĕнлĕх çине куçарнине хирĕçлет.

Хальхи вăхăта анкетăсен республикăри вĕрентÿ фончĕ тишкерет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика