Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек-синкек пуласса кĕтмелле мар

02 февраля 2005 г.

 

Район прокуратури промышленноç предприятийĕсенче ĕç сыхлавĕ, пушар хăрушсăрлăхĕ, сиенлĕ производство обьекчĕсенчи промышленноç хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан саккунсем епле пурнăçланнине тĕрĕслерĕ.

"Магма-2" предприятире (кунта Т-330 тракторсем валлм катоксем пуçтараççĕ тата юсаççĕ) пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăсаççĕ. Ĕçлекенсемпе ятарлă инструктаж ирттермен. Пушар çинчен пĕлтермелли тата сÿнтермелли хатĕрсене вырнаçтарман. Электричество хатĕрĕсем те требованисене тивĕçтермеççĕ. Çынсене пушарта эвакуацилемелли план хатĕр мар.

"Муркашагропромхими" предприятире те çакăн йышши çитменлĕхсемех.

Мăн Сĕнтĕртти юсавпа техника предприятийĕн пластмасс пăрăхĕсем кăларакан тата двигательсем юсакан цехĕсенче электросетĕн изоляци споротивленине виçмен, огнетушительсем çителĕксĕр. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн ответлисене çирĕплетни çинчен документсен копийĕ çук.

"Çеçпĕл" предприятире (кунта çăнăх, цемент турттармалли цистернăсем кăлараççĕ) шыв патне каймалли çула уçман. Промышленноç хăрушсăрлăх требованийĕсене пурнăçламаççĕ. Терроризмпа кĕрешмелли мероприятисене палăртман.

"Магма-2" предприятире санитари, хăрушсăр ĕç условийĕн требованийĕсене пурнăçламаççĕ.

Столяр участокĕнчи станокăн хÿтлĕх кожухĕ çук. Канцероген енчен хăрушă производствăна паспортизацилемен. Станоксем çинче вытяжка çук. Лампăсене плафонсемпе витмен.

Кунта тирпей-илем пирки шутламаççĕ. Шав виçине, сывлăш тасалăхне виçмеççĕ.

Ĕçлекенсене сиенлĕ ĕç условийĕсемшĕн спецпитани памаççĕ, вĕсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман. Ĕç вырăнĕсенче аптечкăсем çук.

"Трасса М-7" автотехсервисра пĕр çын та медосмотр тухман. Предприяти санитарипе эпидемиологи заключенисĕрех ĕçлет.

Мăн Сĕнтĕрти пластмас пăрăхĕсем кăларакан цех тата санитарипе эпидемиологи заключенине илмен. Ĕçлекенсем валли санитарипе йăла пÿлĕмĕсем çук.

Куратăр ĕнтĕ, çитменлĕхсем çителĕклех. Вĕсене пĕтерессишĕн районти прокуратура çирĕп тăрĕ. Кирлĕ пулсан, айăплисенчен хытăрах та ыйтăпăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика