Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсенчен хыпарлаççĕ

02 февраля 2005 г.

 

Компьютерпа ĕçлеме вĕренеççĕ

Ильинка шкулне Çĕнĕ çул умĕн 11 компьютер илсе килчĕç. Вĕсене информатика кабинетне вырнаçтарчĕç. Пĕрне шкул библиотекине уйăрчĕç.

Шкул ачисем мĕнле савăннине каласа пама та çук. Ку таранччен пирĕн пĕр çĕнĕ компьютер çеç пулнă-çке.

Кашни  эрне кун информатика кабинетне Аркадий Михайлович Васильев ертсе пыракан кружока ачасем пухăнаççĕ. Кунта вĕсем тĕрлĕрен программăсем хатĕрлеме, пичетлеме вĕренеççĕ. Хальхи вăхăтра компьютерпа ĕçлеме пĕлни кашни çынна кирлине ачасем ăнланаççĕ.

 

      Вĕренес кăмăлсем пысăк

Эпĕ Панклири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 7-мĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн шкул пысăк мар, анчах та кашни пÿлĕмĕ хăйне евĕр хитре. Шкулта ачасем те, вĕренекенсем те питĕ кăмăллă.  Кунта тĕрлĕрен уявсем, конкурссем иртеççĕ. Пирĕн шкул ачисем тĕрлĕрен олимпиадăсене, спорт вăййисене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Иртнĕ çулăн юлашки уйăхĕнче эпир хамăр шкул ачисем хушшинче "Çăлтăрсен фабрики" юрăçсен конкурсне ирттертĕмĕр. Ачасем кунта хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Хальхи вăхăтра эпир Çвятуй Валентин кунне тата Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленетпĕр. Ку тĕлĕшпе шкулта интереслĕ мероприятисем пулса иртмелле. Планĕ хатĕр, хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ.

Пирĕн шкул çулĕсемпе кивĕ пулсан та пирĕн унта вĕренес кăмăлсем пысăк. Кунта ĕçлекен учительсем пирĕншĕн питĕ тăрăшаççĕ, шкул ачисен пурнăçĕ интереслĕ ирттĕр тесе чунне парса ĕçлеççĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика