Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван тавралăха упрар

02 февраля 2005 г.

 

Этем - çут çанталăк пепки, вăл Турăпа этем тунă тĕнчере пурăнать. Çут çанталăк пире кăвак тÿпе, çутă та ăшă хĕвел, ешĕл те тулăх вăрмансем, вĕçĕ хĕррисĕр пуш-хирсем, сарлака та тулли юхан шывсемпе чĕрĕ çăлкуçсем, таса та сиплĕ сывлăш панă. Çын алли çĕр çинче хуласем, заводсем, тĕрлĕ машинăсем, компьютерсем - тем те пĕр тунă. Этем обществи аталанса пынă май унăн нумай ĕçĕ çут çанталăк пурнăçне хĕссе пырать. Ку шухăш тĕрĕссине экологи ыйтăвĕсем те çирĕплетеççĕ: çăлкуçсемпе юхан шывсем типсе пыраççĕ, вăрмансем хăрса пĕтеççĕ, пулăхлă тăпра сийĕ арканать, чĕр чунсен йышĕ чакать... Кулленхи производствăпа тăван тавралăха тĕппипех пĕтеретпĕр иккен.  Хамăр ларакан турата касатпăр. Ваттисем: "Çăла ан сур - шывне хăвах ĕçĕн",- тесе каланине асран кăларса пăрахман-ши эпир;

Çут çанталăк... Мĕн-ха вăл çут çанталăк; Ку ыйту çине питĕ тĕрĕс хуравлама йывăр. Паллах, вăл вĕçĕ-хĕррисĕр, анлă та пысăк тавралăх. Çут çанталăк пирĕн йĕри-тавра: эпир куракан хĕвел, уйăх, çăлтăрсем, пĕлĕтсем, шыв, çĕр, тусем, сăртсем, çырмасем, ÿсен тăрансемпе чĕр чунсем, чи вĕтĕ организмсем... Çапла вара, этем темиçе çĕр пин çул хайхи çут çанталăкра пурăнать. Вăл ăна тăван амăшĕ вырăнĕнче шутлать. Мĕнле ачан амăшĕ умĕнче вăйĕпе мухтанас, мĕн пултарнине кăтартас килмест-ши; Паллах, çынсем ĕлĕк-авалтарах çут çанталăка хÿтĕлеме кирлине ăнланнă. Халĕ вара апла мар. Мĕншĕн-ши ку çапла; Мĕншĕн тесен этем хăй те пĕлмест ку мĕн патне илсе çитернине. Çапла вара çут çанталăка çăлса хăвармасан, этем хăй те çăлăнса юлас çук. Тавралăхра сывлама сывлăш юлмĕ, ĕçме юрăхлă шыв çитмĕ, апат-çимĕç наркăмăшлă пулĕ. Çынăн организмĕ ăруран ăрăва тăсăлса пырсан, этемлĕхĕн кунĕ кĕскелĕ.

Этемпе çут çанталăк пĕр çулпа, юнашар пыраççĕ, пĕр пурнăçпа пурăнаççĕ. Çакăн пек пĕрлĕх - пулас ăрусен сывлăхĕ, вĕсен пурнăç шанчăкĕ пулĕ. Апла пулсан, этем тени ирсерен кайăк сассипе вăрантăр, таса сывлăшпа савăнса сывлатăр, пурнăç илемĕпе килентĕр. Хăйĕн савăнăçне çепĕç тăван чĕлхипе каласа пама пултартăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика