Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтăва татса пама пулатех

02 февраля 2005 г.

 

2003 çулхи çуркунне Ахмане ял çыннисен пухăвĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене, вăрçăран таврăнсан вилнисене асăнса парк тума-лартма йышăнчĕç. Эпĕ, ял старости Иван Илларионович Кириллов, парк йĕркелесе лартмашкăн, лартнă йывăçсене хÿтĕлемешкĕн чикмексемпе каштасем кирлине, строительство материалĕсем хатĕрлемеллине шута илсе Ахмане ял вăрманне çитрĕм. Вăрман лаптăкне чи малтан колхозсем йĕркеленĕ çулсенче пирĕн колхоза йĕркелекенĕ Андрей Петтоки шута илнине тĕпе хурса калатăп.

Вăрманта тымарĕпе кăкланнă çирĕп юман йывăçĕсем пурччĕ. Вĕсенчен карта чикмекĕ тума майĕ пур.  Москакасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ, "Передовик" хуçалăх ертÿçи ячĕсемпе Ахмане вăрманĕнчен тымарĕпе кăкланнă юмансене чикмек тумашкăн пуçтарма ирĕк ыйтса заявлени çырса патăм. Заявленире парк, выльăх масарĕн картине тума, Ахмане ялĕ çывăхĕнчи масар картине юсама строительство материалĕсем кирлине пĕлтернĕ. Заявленине вулакаларĕç те алă пусса памарĕç.

Иртнĕ çул республика Президенчĕ 2005 çул парксемпе садсен çулталăкĕ пулмалли пирки Указ кăларчĕ. Сăмах май, пĕлтĕр тÿрем вырăнтах юман йывăçĕсем татах тымарĕпе кăкланса  йăванчĕç. Ĕç пулманнипе, майлашăнса кайманнипе лесничествăна çитрĕм. Унта вара хуçалăх ертÿçисенчен ирĕк ( ходатайство) кирлĕ тесе пĕлтерчĕç. Тĕлĕнмелле, маларахри  çулсенче района ертсе пынă пуçлăхсемех уй-хирти улăма, вăрманти тымарĕпе кăкланнă йывăçсене налук тÿлекенсене заявленире палăртнă вырăнсенче йĕрке тума памасăр çĕртеççĕ те çĕртеççĕ.

Çакна çеç каласшăн. Эпир, Ахмане ял çыннисем, заявленире кăтартнă вырăнсенчен кирлĕ стройматериалсемлĕх çирĕп йывăçсене илсе тухсан, "Передовик" хуçалăхăн çут çанталăк  газĕ кĕртмен фермисенче выльăх апачĕ пĕçермелĕх те вутă-шанкă юлать.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика