Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

02 февраля 2005 г.

 

Иртнĕ вырсарни кун, районти Культура çуртĕнче, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа, çавăн пекех вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕленĕ ентешĕмĕрсене чысласа, халăх пултарулăхĕн районти фестивалĕ иртрĕ.

Çак чыслă уява сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕсем районти историпе краеведени музейĕнче пулса Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ куравпа, çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕн, художникăн, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Н.Л. Яковлевăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова, районти культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин представителĕ Т.В. Казакова, ЧР халăх пултарулăх Çурчĕн директорĕ А.Н. Сергеев, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш Патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Ю.В. Васильев, районти çар комиссарĕн çумĕ, капитан Д.М. Захаров, районти ветерансен канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова ветерансене тав туса нумай ăшă сăмахсем каларĕç. Çавăн пекех фестивале ял администрацийĕн пуçлăхĕсем, унти ветерансен канашĕсен ертÿçисем, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Нумай савăк юрă-ташă кĕрлерĕ çак кун культура çуртĕнче. Вăрçă çулĕсене аса илсе хурланмалли те çав вăхăтрах савăнмалли те сахал мар пулчĕ. Районти халăх юрăпа ташă ансамблĕсем, Муркашри, Юнкăри тата Йÿçкассинчи искусство шкулĕн ачисем, Çатракасси шкулĕнчи "Журавушка" ансамбль, Юнкăри ветерансен хорĕ тата ыт. пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Çав кунсен чапĕ нихăçан та çухалмĕ. Сирĕн умра ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир, хаклă ветерансем!

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика