Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир вĕсен умĕнче пысăк парăмра

29 января 2005 г.

 

Совет салтакĕсем нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитет. Манăн çак ырă ĕçе пурнăçланă çынсене – вăрçă ветеранĕсене – пысăк уявпа саламлас килет. Тен, Совет çарĕ нимĕç салтакĕсене çĕнтереймен пулсан, эпир, Рççей халăхĕ, халĕ вĕсен чурисем пулса тăма  пултараттăмăрччĕ. Кун çинчен шухăшлама та хăрушă, шухăшлас та килмест.

Ман шутпа, ачасем Аслă Отечественнăй вăрçăра пирĕн салтаксене нимĕçсемпе кĕрешме мĕнле йывăр пулнине ăнланмаççĕ. Çавăнпа пулĕ вĕсем хушшинче тепĕр чухне ваттисене хисеплеме пĕлменнисем те тупăнаççĕ.

Анчах та пирĕн тылра ĕçленисене те манмалла мар. Çакна асра тытса манăн вулакансене София Ивановна Силантьевапа паллаштарас килет. Çак ырă çын вăрçă пуçланнă вăхăтра 12 çулта çеç пулнă. Çапах та унăн алă усса ларма лкмен. Ытти ял ĕçченĕсемпе пĕрле вăл вăрманта йывăç каснă, кайран Мăн Сĕнтĕре лашапа турттарнă. Ирех ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ĕр ачан йăмĕкĕсене ĕçлесе тăрантарма тивнĕ. Нумай хура-шур тÿсме лекнĕ Софи Ивановнан.

Халĕ   вăл - ĕç ветеранĕ, Тренккă ялĕнче пурăнать. Çулĕсемпе çамрăках мар пулсан та, пуçне усмасть, малаллах пăхать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика