Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Епле студент пулса тăтăм

29 января 2005 г.

 

Январĕн 25-мĕшĕнче пур çĕрте те Татьянăсен кунне анлăн паллă турĕç. Çак куна студентсен уявĕ те теççĕ. Студент пулнă вăхăтсене куç умне кăларса, хăш-пĕр аса илÿсем çуралчĕç.

Ун чухне эпĕ Совет çарĕнче хĕсметре виççĕмĕш çул тăраттăм ĕнтĕ. Аслă парти йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, вăл вăхăтра юлашки çул хĕсметре пулсан салтаксене аслă шкулсене (институтсене) вĕренме кĕмешкĕн кайма ирĕк паратчĕç. Вĕренме кĕрсен вара хĕсметрен те хăтаратчĕç (запаса куçаратчĕç). Эпир, хамăр чаçри салтаксем, çав правăпа усă курма шутларăмăр та ĕнтĕ. Пĕлĕве ÿстермешкĕн каçхи курссенче вĕренме те ирĕк паратчĕç. Çапла эпир, 12 салтак, Салават Юлаев хулинчи Уфари нефть институчĕн филиалĕнче йĕркеленĕ каçхи курсра виçĕ уйăх хушши вĕрентĕмĕр. Курса вара 10 салтак çеç вĕренсе пĕтертĕмĕр, иккĕшĕ аланса юлĕç. Хамăр суйласа илнĕ институтсене экзаменсем тытма каймашкăн та вăхăт çитрĕ.

Анчах, ак хайхи, çар округĕнчен килнĕ приказпа килĕшÿллĕн, вĕренме кĕме 5 салтака çеç ирĕк параççĕ иккен. Чаçре салтаксене списокпа килĕшÿллĕн яма шутланă та, эпĕ списокра улттăмĕш тăратăп, апла каяймастăп. Кайма телей тухнисем документсем хатĕрлеме те тытăнчĕç, эпир пиллĕкĕн вара кулянса çÿретпĕр. Эпĕ рота командирĕпе калаçатăп, вăл замполитпа калаçма хушать. Анчах та лешĕ отпускра иккен, вăл килессе кĕтмелле.

Çапла иккĕмĕш куна кайрĕ. Кăнтăр апачĕ çитес умĕн казарма умне тухатăп. Ак, хайхи, манран инçех те мар пирĕн чаç командирĕ Нил майор иртсе пырать. Пуçра самантрах шухăш вĕлтлетсе иртрĕ: турă хăй пулăшать пуль, хăвăртрах командирпа калаçса пăхас. Мĕн пулать те мĕн килет.

Сылтăм алла тăнлав патне тытатăп та çирĕп утăмсемпе командир патне таплаттарса пырса:

-               Командир юлташ! Иккĕмĕш ротăри рядовой Петров Сире сывлăх сунать, хăвăрпа калаçма ирĕк парăр,- тетĕп.

-               Вольно, вольно, Петров рядовой. Мĕн унта санăн;- тет вăл.

Эпĕ каçхи курсра хатĕрленни, халĕ вара пире экзаменсем тытма яманни çинчен калатăп. Экзаменсене тытсах пăхмаллаччĕ, унсăрăн пирĕн тăрăшни харама каять вĕт-ха, тетĕп. Командир мана гарнизон штабĕнчен çавăн пек приказ пулни çинчен калать. Вăл та хăйĕнчен çÿлерехри командирăн приказне пурнăçлать  иккен.

Çав çулхи çуркунне партин XXIII съезчĕ пулнăччĕ, эпĕ унăн йышăнăвĕсене лайăх астăватăп-ха.

-               Парти съезчĕ çак пилĕк çуллăхра аслă шкулсенче вĕренекенсен хисепне икĕ хута яхĕн ÿстерме йышăнчĕ. Гарнизон штабĕ вара 10 салтака та вĕренме яраймасть-и;- тетĕп.

Командир мана:

- Парти вăл парти, арми вăл арми. Салтаксене салатса ярсан çĕршыва кам хÿтĕлĕ;- тет.

Эпĕ калаçу 10 салтак çинчен, армие салатасси çинчен пыманни çинчен калатăп. Командир штаб приказне улăштарма пултарайманни, унăн ун пек ирĕк çукки пирки ăнлантарать. Приказа улăштарма ирĕк çук, паллах, анчах та виçĕ çул тивĕçлĕ, йĕркене пăсмасăр хĕсметре пулнă улттăмĕш салтака вĕренме кĕме каймашкăн вăл штаб умĕнче хута кĕме (ходатайство) пултарни çинчен ĕнентерме тăрăшатăп.

Кун пек каласан командир ман çине тÿрех кăмăлсăр пулнă пек пăхса илчĕ.

             Вăт ку аван мар, тăванăм. Хăвăн çинчен çеç шутлатăн. Ăçта-ха санăн виçĕ çул пĕрле пулнă юлташсемпе салтакла тăванлăх;- тесе хучĕ.

Эпĕ хам ăшра чун-чĕре хавалĕпе савăнса каятăп, анчах палăртма тăрăшмастăп-ха. Командир юлташ, паллах, май килсен ыттисен хутне те кĕрĕр, пурте питĕ-питĕ вĕренме каясшăн, тетĕп.

Командир ман çине кăмăллăн пăхать те эпĕ ăçтан пулни çинчен ыйтать. Чăваш çĕршывĕнчен, чăваш пулни çинчен пĕлтеретĕп. Командир вара чăвашсене лайăх пĕлни, вĕсем тÿрĕ чунлă, ĕçчен те тăрăшуллă, тав сăмахĕсене тивĕçлĕ халăх пулни пирки калать. Гарнизон штабĕ умĕнче курссенче пулнă салтаксене пурне те вĕренме кĕме каймашкăн отпусксем пама хута кĕрсе ыйтма пулать те, мана кайма ирĕк парать. Эпĕ ăна тав туса, ырă хыпара юлташсене пĕлтермешкĕн казармăна васкатăп.

Кăнтăр апачĕ иртнĕ хыççăн пĕр-икĕ сехет тĕлнелле казармăна штабри дежурнăй сержант пычĕ те тепĕр пилĕк салтака вĕренме кĕме каймашкăн документсем хатĕрлемелли çинчен пĕлтерчĕ. Мĕнле ун пек хăвăрт пулни çичен ыйтсан, командирсем вĕсем телефонпа та лайăх усă курни пирки хуравларĕ.

Çапла вара тепĕр виçĕ эрнерен эпĕ те салтакран студент пулса тăтăм. Шел пулин те, пирĕн чаçри 6 салтак çеç студентсен йышне хушăннă. Ун çинчен юпа уйăхĕн вĕçĕнче хĕсмете вĕçлесе таврăннă юлташ, Шупашкар районĕн каччи каласа пачĕ. Эпĕ вара Нил майор командира, Украина çĕршывĕн çыннине, паян кунчченех ырăпа кăна аса илетĕп.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика