Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Паянхи çамрăксем - ĕнерхи шкул ачисем"

26 января 2005 г.

 

"Сывă, пĕлÿ илнĕ, ăс-хакăл енчен пуян çамрăк - Чăваш ен çитĕнĕвĕ. Çак идеологи республикăра патшалăх политикин никĕсĕ пулса тăрать. Сывă пурнăç йĕркине хăватлăн халăхра сарса, тытса пырсан киревсĕр пулăмсене пĕтерме пултаратпăр" - тесе каланă Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Эпир çак сăмахсемпе ниепле те килĕшсе тăмасăр пултараймастпăр. Ахальтен мар паян çамрăксемшĕн уйрăмах тăрăшма кирли çинчен нумай калаçатпăр.  

Иртнĕ эрнере Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче пулса иртнĕ çамрăксен канашĕсен ертÿçисен тата шкулсенчи воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕсен семинар-канашлăвĕнче те паянхи çамрăксен çивĕч ыйтăвĕсем тавра калаçрĕç.  

Чи малтанах семинар участникĕсем шкулпа паллашрĕç, кунти тĕслĕхлĕ библиотекăра пулчĕç, Н.В. Никольский музейне кĕрсе курчĕç. Хыççăнах çĕнĕ спорт залĕнче спорт мероприятийĕсем йĕркелерĕç, командăсем çине пайланса волейболла вылярĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăна  Уйкас-Янасал ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Егоров пылак торт парса саламларĕ.

Семинарăн пленарлă пайне район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тат физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи В.М. Васильев уçрĕ. Хăйĕн калаçăвĕнче вăл çак виçĕ пай пĕрле, пĕр тĕллевпе, пĕр ĕç туса пымаллине çирĕппĕн каларĕ. "Паянхи çамрăксем - ĕнерхи шкул ачисем", - палăртрĕ вăл хăйĕн калаçăвĕнче.

 Çавăн пекех районта çамрăксен союзне йĕркелемелли çинчен ыйту хускатрĕ. Çак союзăн хăйĕн уставĕ, кăкăр çине çакмалли палли тата членский взносĕсем пулмалла. Çавăн пекех вăл районти çамрăксен политикин концепци проекчĕпе паллаштарчĕ, концепцие 2005 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче пулса иртекен çамрăксен форумĕнче йышăнаççĕ тата сÿтсе яваççĕ.

"Çĕнĕ ĕмĕрте, информаци ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Апла пулсан, кам паян информаципе пуян - вăл пĕтĕм тĕнчепе хуçаланма пултарать" - Валерий Михайлович каланă çак сăмахсемпе те килĕшсе тăмасăр май çук. Кашни çын компьютера тивĕç паянхи кун. Тĕп информаци çăлкуçĕ шутланать вăл паян.

Çамрăксен политикин ертÿçи Г.Г. Любимова вара хăйĕн калаçăвĕнче Çамрăксен обществăлла юхăмне аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç пурнăçламаллине палăртрĕ. Ялти çамрăксем хăйсен канăвне усăллă ирттерччĕр тесе çамрăксен социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлессине клубсенче йĕркелес тĕлĕшпе те нумай тăрăшмалла: районти çамрăксен обществăлла юхăмне аталантармалла, çамрăксен çĕнĕ творчествăлла пĕрлешĕвĕсене тупса палăртмалла, çамрăксем хушшинчи киревсĕр пулăмсене пропагандăламалла тата вĕсене асăрхаттармалла, çамрăксен ĕçри опытне ыттисем хушшинче сармалла.

 Семинара район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова пĕтĕмлетрĕ. "Паянхи çивĕч ыйтусем тавра иртнĕ калаçу пушă калаçу ан пултăрччĕ. Çак ыйтусене вырăнтах татса парасчĕ. Çирĕп ăс-хакăллă, пуçаруллă çамрăксемпе ĕç тума пулатех", -  палăртрĕ вăл хăйĕн сăмахĕсенче.  

Пуçаруллă çамрăксем пирĕн вара кашни ялтах пур. Вĕсем хăйсен пуçарулăхне кăтартсан, эпир вĕсене тимлĕх уйăрсан, пулăшу парсан - пур ĕçе те пĕрле пурнăçлама пулать. Пулать, пулать. Пулмасть тесе ан калăр. Паллах, кĕрешÿ йывăр, уншăн тар юхтарма та тивĕ, анчах пирĕн кĕрешÿ сая ан кайтăр тесен, тепĕр хут палăртатăп - пурин те пĕрле тăрăшмалла. Пĕрлĕхре вăй! Çавна ĕненсе тăвалла утма пăрахмăпăр. Эпир хамăр мĕн пултарнине тăвăпăр, ыттине вара çамрăксем хăйсем шутласа пăхчăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика