Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс

26 января 2005 г.

 

Çамрăксен обществăлла юхăмне аталантарас тĕлĕшпе ялти çамрăксене хăйсен канăвне усăллă ирттерме чĕнсе район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ çамрăксен социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлессине клубсенче йĕркелес тĕлĕшпе  конкурс ирттерет. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - районти çамрăксен обществăлла юхăмне аталантарасси, çамрăксен çĕнĕ творчествăлла пĕрлешĕвĕсене тупса палăртасси, çамрăксем хушшинчи киревсĕр пулăмсене пĕтересси тата вĕсене асăрхаттарасси, çамрăксен ĕçри опытне ыттисем хушшинче сарасси.

Палăртнă конкурса вырăнти ял администрацийĕсен çумĕнчи çамрăксен канашĕсем, çавăн пекех уйрăм предприятисемпе организацисем çумĕнчи çамрăксен пĕрлешĕвĕсем хутшăнаççĕ. Конкурса хутшăнакансен çак направленисемпе ĕçе йĕркелемелле (хăвăр суйланă тăрăх): спорт, экологи, ташă т. ыт. те.

Конкурс участникĕсен творчество альбомĕсене 2005 çулхи июнĕн 15-мĕшĕччен хатĕрлесе пĕтерсе районти çамрăксен политикине тăратмалла.

Конкурс виçĕ номинаципе иртет: "Эпир пĕрле!", "Караван интересĕсем", "Пĕрлĕхре вăй!".

Конкурс çĕнтерÿçисене лайăх творчество ĕçĕсем тăрăх палăртаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика