Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара çамрăк журналистсем

26 января 2005 г.

 

Районти вĕрентÿ пайĕн "СМиД" ача-пăча пĕрлешĕвĕн  çамрăк журналисчĕсем ĕнер пирĕн патра, "Çĕнтерÿ ялавĕ" район хаçатĕнче хăнара пулчĕç, тĕрĕсрех каласан, экскурси ирттерчĕç. Хаçатăн тĕп редакторĕ, издательство çурчĕн директорĕ А. И. Тихонов вĕсене кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ, хаçат камсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Шкулсенчен пирĕн пата çыру нумай килет. Тĕрлĕ шухăш-кăмăл вĕсенче. Çамрăк журналистсене вăл пирĕнпе çыхăну тытсах тăма сĕнчĕ, интереслĕ те паха шухăшлă çырусем кĕтнине пытармарĕ.

Нумай ыйту кăсăклантарчĕ-интереслентерчĕ  ачасене. Çак ыйтусенчен чăнах та вĕсене журналистика ĕçĕ питĕ килĕшни курăнчĕ. Апла пулсан, шанатпăр, малашне те редакцине интереслĕрен те интереслĕрех çырусем килсех тăрĕç. Чи кирли - алла ручка тытса çырăва вăхăтра шăрçалани тата почта ещĕкне вăхăтра çитерни. 

 Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, сывлăха çирĕплетес тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи В.М. Васильев шкулсем хушшинче ирттерекен "Çамрăк журналист" конкурс положенине иртнĕ çул алă пусса çирĕплетнине районти шкулсенчи çамрăк журналистсем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Каникул кунĕсенче вăхăта сая яманах пулĕ вĕсем.

Районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн корреспонденчĕ Наталия Ильина та çамрăк журналистсемпе "Çамрăк журналист" ятлă конкурс ирттерет. Кун пирки нумайăшĕ хаçатра вуланă пулĕ, ĕнер вĕсем кун пирки тĕплĕнрех паллашрĕç. Палăртнă конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансен паянхи çамрăксен проблемисене анлăн çутатса çырнă интереслĕ те ăнланмалла статьясем тăратас пулать.  Ăнлантаратăп: кунта паянхи çамрăксен ĕçсĕрлĕхĕ, çурт-йĕр проблеми, вĕсем хушшинче киревсĕр пулăмсем палăрни, культура шайĕ пĕчĕк пулни, çамрăк ăрăвăн сывлăхĕ, çамрăксен канăвне йĕркелесси т. ыт. те. Статьясен ячĕсем  те интереслĕ тата унăн содержанипе килĕшсе тăмалла. Конкурса хутшăнакан ачан кашни уйăхрах, 20-мĕш числоран кая юлмасăр, районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат редакцине материалсене тăратмалла. Вĕсене эпир район хаçатĕнче "Çамрăк журналист" рубрикăпа пичетлесе тăрăпăр.

Ăнăçу сире, çамрăк журналистсем!

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика