Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес шăмат кун – йĕлтĕр йĕрĕ çине

22 января 2005 г.

 

Январĕн 22-мĕшĕнче 11 сехетре Муркашри йĕлтĕр базинче «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2005» ăмăрту иртет. Ĕç çыннисемпе шкул ачисене йĕлтĕр спортне анлăн явăçтарасси, физкультурăпа спорта малалла та аталантарасси, асăннă спорт тĕсне сарасси тата çамрăксене физкультурăпа спорт мероприятийĕсене массăллăн хутшăнтарасси – акă, мĕнле унăн тĕллевĕсем.

Ăмăртăва пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан шкулсен, яадминистрацийĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен пĕрлештернĕ командисем, район администрацийĕн пайĕсен ĕçченĕсем пай ертÿçисемпе пĕрле хутшăнаççĕ.

Çакна уйрăммăн палăртмалла: командăсенче организацисен ертÿçисем пулмалла. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командисенче 15ĕн вăтам шкулсен командисенче 25ĕн, ял администрацийĕсен командисенче 10ăн, ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисенче – 10ăн, район администрацийĕн пайĕсен командисенче 5ĕн хутшăнаççĕ.

Пурте 2 километра чупаççĕ

Старт пĕтĕмĕшле

Малтанхи заявкăна январĕн 22-мĕшĕнче вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайне 2-24-65 телефонпа тăратмалла. Ăмăрту кунĕнче судяьсен коллегине хуçалăх ертÿçипе  врач алă пусса çирĕплетнĕ заявкăсене тăратмалла.

Асăннă положение ăмăртăва официаллă майпа чĕннĕ тесе йышăнмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика