Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен хăйĕн çыннисене кÿрентермĕ

19 января 2005 г.

 

Çăмăллăхсене укçан саплаштарас тĕлĕшпе Раççейĕн чылай регионĕнче çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕсенчех пулса иртнĕ ĕçсем Чăваш Республики вырăнти çăмăллăхçăсем валли регион çăмăллăхĕсене упраса хăварма йышăнса иртнĕ çулхи çуллах тĕрĕс çул суйласа илнине кăтартса параççĕ.

Шăпах çакăн пирки пычĕ те ĕнтĕ калаçу республикăри Министрсен Кабинечĕн членĕсен планеркинче. Ăна Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров ертсе пычĕ. Вăл çакна палăртрĕ: «Регион çăмăллăхĕсене сыхласа хăвармалли тĕплĕ шухăшласа хатĕрленĕ тата яваплă политикăна пула республика ытти регионсенчен ыррипе уйрăлса тăрать». Вĕсенчен чылайăшĕнче кăмăрсăрлăх чи çÿллĕ шая çитнĕ – пин-пин çын пуçтарăннă митингсенче ветерансем çăмăллăхсене тавăрса пама ыйтаççĕ.

Иртнĕ шăмат кун федерацин Атăлçи округĕнче социаллă çак ыйтупа  селектор канашлăвĕ иртрĕ. Унта ЧР ĕçлев, социаллă тата демографи политикин министрĕ Валерий Андреев тата ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Нина Суслонова хутшăнчĕç. Федерацин Атăлçи окургне кĕрекен регионсене селекторта виçĕ категорие уйăрнă. Пĕрремĕшĕ, чи ăнăçсăрри - çăмăллăхсене укçана куçарнипе кăмăлсăрланнă халăх хирĕçлевĕн массăллă акцийĕсем пулнă субъектсем. Вăл шута Тутарстан, Пушкăртстан, Самар облаçĕ йышши пуян регионсем те кĕреççĕ. Иккĕмĕш ушкăнра – ăнăçсăрринче – Мари Эл, Мордва, Пенза тата ытти облаçсем. Çынсем хăйсем кăмăлсăр пулнипе – сăмахран, общество транспортĕнче çăмăллăхçăсене тÿлевсĕр илсе çÿрессине пăрахăçланă сăлтавпа – влаç органĕсене чĕнсе каларĕç. Виççĕмĕшне, сахал йышлине, реформăна çынсем лăпкă йышăннă территорисем кĕреççĕ. Çак регионсен ушкăнĕнче Чăваш Республики малта пырать. Унăн ертÿçисем федераци пуçарăвĕсене яваплăха туйса пурнăçлаççĕ.

Чăваш Енре çивĕч ыйтусем сиксе тухсан  та федераци çăмăллăхçисемпе çыхăннисем кăна пулаççĕ. Уйрăммăн илсен, эмелпе тивĕçтерес енĕпе хăш-пĕр йывăлăх пур – федерацин асăннă  ыйтăвĕсене паян республика бюджечĕ шучĕпе татса параççĕ. Çак сăлтавпа Николай Федоров финанс министрне Николай Смирнова Раççей Президенчĕ  патне çитерме тулли те тĕрĕс информаци  хатĕрлеме хушрĕ. Федераци çăмăллăхçисен списокĕнчен республика хÿтлĕхне куçарма ыйтакансем йышлансах пыраççĕ. Вĕсен шутне, сăмахран, федераци регистрĕнче шута илнисем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен тăлăх арăмĕсем кĕреççĕ. Социаллă пакетсăр пуçне вĕсем 150 тенкĕ кăна илеççĕ. Çакă общество транспортĕнче уйăхлăх çул çÿрев билечĕ туянма та çитмест.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика