Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисенчен пĕри

19 января 2005 г.

 

Пурнăçра кашни çын хăйне килĕшекен профессие суйласа илет. Пĕри çĕнĕ çурт çĕклет, тепри ачасене вĕрентет, виççĕмĕшĕ тыр-пул çитĕнтерет т. ыт. те. Тăрăшса вăй хурсан, ĕçе юратсан кирек ăçта та ырă ят çĕнсе  илме пулать.

Пурнăç малалла кайни строительство ĕçĕнчен те нумай курăнать. Районти строительство организацийĕсем çакна хăйсен кулленхи ĕçĕпе çирĕплетеççĕ.

Акă, «спецмонтажгаз» ООО, «Моргаушская» ПМК юлашки çулсенче ялсене çут çанталăк газ кĕртессипе нумай ĕçлерĕ. Çĕршер килте «кăвак çулăмпа» усă курма пуçларĕç. Газ кĕртес, пăрăхсем хурса хута ярас тĕлĕшпе газоэлетросварщиксен тÿпи пысăк. Муркаш районĕнче çак организацире пĕтĕмпе 5 газоэлектросварщик вăй хурать.

Вĕсенчен пĕри – В.В. Клопов. Владислав Васильевич Калайкассинче вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн пĕр вăхăт Шупашкарти промышленноç тракторĕсем тăвакан заводра контролер-испытатель пулса ĕçленĕ. Икĕ çул çар службинче пулнă хыççăн Кÿкеçри вĕрентÿпе курс комбинатĕнче газоэлектросварщика вĕреннĕ. Ун хыççăн пĕр улшăнмасăр, 27 çул хушши, «Моргаушская» ПМКра тăрăшать.

Калас пулать, газоэлектросварщик ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар, кăткăс. Кунта тимлĕх те, çивĕч куç та, вăр-вар алăсем те кирлĕ. В.В. Клоповăн вара ку енсем пурте пур. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕскер, йывăрлăхсенчен нихăçан та хăраса тăмасть.

Хушнă ĕçе кирек хăçан та пĕр пăркаланмасăр пурнăçлать. Чăн-чăн ĕç çынни, ылтăн алăсем, теççĕ çакăн пек пултаруллă çынсем пирки халăхра. В.В. Клопов хăйсен строительство организацийĕнче чи пултаруллă газоэлектросварщик пулсан та мăнкăмăлланса, пуçа каçăртса çÿремест, çав тери сăпайлă çын вăл ĕçре те, çемьере те.

Хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçланă чухне чи кирли пахалăх тесе шутлать. Унсăрăн епле-ха. Газ пăрăхĕсене пĕр кунлăх е пĕр çуллăх мар, ĕмĕрлĕх хурса-сыпса пĕрлештереççĕ-çке. Е котельнăйсене газпа ĕçлемелле туса хута ямалла, пур çĕрте те чи малти вырăнта пахалăх пулмалла.

Владислав Васильевича коллективра хисеплеççĕ, районта та лайăх пĕлеççĕ. Ĕçри хастарлăхĕшĕн, пултарулăхĕшĕн опытлă специалист сахал мар Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçнĕ.

Нумаях пулмасть В.В. Клопов хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çур ĕмĕр вăл çирĕп сывлăхлă хастар, ырă кăмăллă çыншăн нумаях мар. Татах та хастартарах пулса çĕнĕ ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунар ăна.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика