Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăх ÿсрĕ

19 января 2005 г.

 

Иртнĕ çул кăна çĕнĕ паспортшăн 50 тенкĕ тÿлеттĕмĕр те халĕ çак хак 100 тенкĕне çитнине ăнланас килет.

В. Смелова.

Ыйту çине хуравлама районти шалти ĕçсен пайĕн паспортпа виза уйрăмĕн ертÿçине Марина Анатольевна Конузинана чĕнтĕмĕр.

- Пурнăç улшăннă май çĕр-шывра Раççей Федерацийĕн гражданинĕн пĕлтерĕшĕ, ячĕ, чыс-хисепĕ ÿсет. Çын вăл е ку çĕршыв гражданинĕ пулнине вара паспорт çирĕплетет. Çапла, вулакан хускатнă ыйту тĕрĕсех. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çынсен тĕп документ ответлăхне ÿстерме 14 çул тултарса пĕрремĕш паспорт илекенсене, 20 тата 45 çул çитнĕ май паспорт улăштарнă чухне патшалăх пошлинин хакне 2 хут ÿстерчĕç, 100 тенкĕне çитерчĕç. Çухатнă паспортсем вырăнне çĕннине илме те кăçал 3 хут ытларах (150 тенкĕ), ют çĕршыв паспорчĕсене илме патшалăх пошлинине пĕлтĕрхинчен 8 хут ытларах (400 тенкĕ) тÿлемелле. Кунпа пĕрлех паспорта вăхăтра улăштарманшăн (20, 45 çулсенче) та, СССР паспорчĕсене улăштарманшăн та яваплăх ÿсрĕ. Çынна асăннă çулсем çитнĕ хыççăн 30 кунра паспорт улăштармасан 1500-2000 тенкĕ штраф кĕтет. Паспорт илсе çийĕнчех регистрацие тăманнисен те административлă майпа 2000-2500 тенкĕ «налук» тÿлеме тивĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика