Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илме

16 января 2005 г.

 

Кăçалхи май уйăхĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитет. Çăмăл килмерĕ Аслă Çĕнтерÿ. Çĕршыв ирĕклĕхне сыхласа хăварнă, паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă вăрçă паттăрĕсене, вăрçă хыççăн халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă ветерансене пирĕн, хальхи ăрури çынсен, ĕмĕр-ĕмĕрех асра тытмалла. Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парасси те яланах малти вырăнта пулмалла.

Иртнĕ кĕçнерни кун, январĕн 14-мĕшĕнче, район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илме çирĕплетнĕ йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова ертсе пычĕ.

Вăл Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн «Равнение на победу» Пĕтĕм Раççейри эстафета иртесси, унăн тĕллевĕсемпе тапхăрĕсем çинче чарăнчĕ.

Пирĕн районта 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илме ятарлă мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Ларура вĕсем мĕнле пурнăçланнă пирки яваплисем, пайсен ертÿçисем, В.М. Васильев, А.Е. Андреева, Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин, районти çар комиссарĕ А.Н. Малинин, районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов пĕлтерчĕç, малашне ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçламалли çинче чарăнчĕç.

Калас пулать, вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем пирĕн хушăра нумаях юлмарĕç ĕнтĕ. Вĕсен пурнăç условийĕсемпе, сывлăхĕпе тăтăшах кăсăкланса тăрасчĕ, тивĕçлĕ пулăшу парасчĕ. вăрçă ветеранĕсем пирĕншĕн, паянхи ăрушăн пурнăçне те, сывлăхне те шеллемен, хаяр вута кĕнĕ. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.

Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕ умĕн вара районта – культура учрежденийĕсенче, шкулсенче т. ыт. çĕрте те нумай-нумай тĕрлĕрен мероприятисем иртĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика