Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă кулăпăр-и, вулаканăмăр?

12 января 2005 г.

 

Паян – Раççей Пичет кунĕ. Апла пулсан хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсемпе пĕрлех, хисеплĕ вулаканăм, санăн та уяв. Мĕншĕн тесен эпир сирĕнпе пĕр ĕç тăватпăр. «Çĕнтерÿ ялавĕ» сирĕн шухăшсемсĕр, сирĕн çырăвăрсемсĕр кичем те пĕр майлă çеç пулма пултарать вĕт-ха. Иртнĕ çулта, ав, сирĕнтен 500е яхăн çыру килчĕ: хаçат страницисене вĕсем çĕнĕ варкăш кĕртрĕç. Вĕсем пире хаçатра чылай çĕнĕ ярăмсем уçма пулăшрĕç. Тавах сире çакăншăн.

Сире çакна шантарса калатпăр: иртнĕ çулхи эсир килĕштернĕ ярăмсем кăçал та кун çути курĕç: «Район администрацийĕн ĕçченĕсене сăмах паратпăр», «Районти административлă комисси ларăвĕнчен», «Суд залĕнчен», «Прокуратура материалĕсем тăрăх», «Милици хроникинчен», «Суд очеркĕсем», «Мораль темипе», «Психотерапевт шухăшне пĕтересшĕнччĕ», «Районти çулсем çинче» тата ытти нума ярăмсене эсир кĕтнине пĕлетпĕр. Вĕсемпе пĕрле çĕнĕ ярăмсем те хăйсен вырăнне йышăнĕç кăçал хаçат страницисенче те, сирĕн чунăрта та.

Паян вара манăн  иртнĕ çул хаçатпа тачă çыхăну тытнă хаçат тусĕсене уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем: Н. Яковлев (Хурăнкасси), В. Иванов (Кашмаш), И. Васюхин (Юнкăпуç), В. Зотиков (Йÿçкасси), Г. Бардасов (Мулкачкасси), В. Павлов (Турай), И. Ашмарин (Мăн Сĕнтĕр чиркÿ настоятелĕ), Н. Петров (Нискасси), И. Майков (Кашмаш), Е. Ерагин (Калайкасси), В. Николаева (Чуманкасси), çавăн пекех Чуманкасси шкулĕнче вĕренекенсене тата ытти нумай-нумай ялкорпа юнкора тав сăмахĕ калатпăр. Эсир кăçал та пирĕнпе тачă çыхăну тытасса шанатпăр. Çавăн пекех кăçал пирĕн çĕнĕ туссем хушăнасса та ĕмĕтленетпĕр.

Эсир хаçат интереслĕ пулассине кĕтнине эпир пĕлетпĕр. Эсир пирĕн пата çырсах тăрăр: мĕн çинчен пĕлес килет сирĕн, мĕн çинчен вулас килет. Хаçатра ĕçлекенсем вара яланах сирĕн ыйтăвăрсене тивĕçтерме хавас. Сирĕншĕн тухать-çке хаçатăмăр. Эппин, тепĕр хут Пичет кунĕ ячĕпе сире. Эпир туслă пулсан сирĕнпе, хаçат та сире  хавхалантарсах пырĕ пурнăçра. Çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика