Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕртăван Вязовсем

30 декабря 2004 г.

 

Çак виçĕ паттăр каччă Атапай ялĕнче Вязовсен çемьинче çуралса ÿснĕ. Виççĕшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман пуль амăшĕ, Феодосия Гавриловна, ывăлĕсем вăрçă хирĕнчен сывă та тĕрĕс-тĕкел таврăнччăр тесе. Амăшĕ тархасланипе-ши, шăписем çапла пулнăран-ши çак виçĕ ывăл тăван киле, тăван яла тĕрĕс-тĕкел таврăннă.

Ашшĕ, Дмитрий Петрович, пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш империализм вăрçин участникĕ пулнăскер, ывăлĕсене вăрçа ăсатсан хăй те фронта пулăшас тесе ырми-канми тăрăшнă. Свердлов ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ пулса   ĕçленĕ. Фронтри салтаксене пулăшас тесе, çĕнтерÿ кунне çывăхлатас тесе, 12 пин тенкĕ укçа, 19 пăт тырă хывнă.

Вязовсен йăхĕнчен пурĕ 17 çын Тăван çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă. Вĕсенчен 7-шĕ каялла таврăнайман, хаяр тăшманпа çапăçса вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă.

Дмитрий Петровичпа Феодосия Гавриловнан аслă ывăлĕ Андрей, 1916 çулта çуралнăскер, вăрçă пуçлансан тÿрех фронта тухса кайнă, тăшмана хирĕç паттăрăн çапăçнă. Вăрçă хирĕнчен таврăнсан Сĕнтĕрте МТС директорĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ, кайран Кÿкеçри Куйбышев ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ. Авланнă, ача-пăчаллă пулнă. Пилĕк ывăл çитĕнтернĕ. Хăй те ял хуçалăх институтне пĕтернĕскер, ачисене пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă, ура çине тăратнă. Халь ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессисенче вăй хураççĕ. Шел пулин те Андрей Дмитриевич нумай пурăнаймарĕ, 1951 çулта çĕре кĕчĕ.

Вăталăх ывăлĕ Иван, 1922 çулта çуралнăскер, Хусанти патшалăх университетĕнче географи факультетĕнче вĕреннĕ, хыççăн Шупашкарти педагогика институтĕнчи биологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Салтака кайсан летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Вăрçă пуçлансан вĕреннĕ çынсене тÿрех вăрçа илсе кайнă. Вĕсен шутĕнче Иван Дмитриевич та пулнă.

Вăрçăран таврăнсан Оринино шкулĕнче географи учителĕ пулса, хыççăн Чуманкасси шкулĕнче малтан учитель, кайран шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Пĕр вăхăт хушши Чапаев ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ те пулса ĕçленĕ. Вăл хăйĕн тăванĕсем çинчен "Апаш" тата "Дорогие имена" ятлă кĕнекесем кăларнă.

Çемьеллĕ, пилĕк ача (виçĕ хĕрпе икĕ ывăл) ÿстернĕ. Вĕсен хушшинче учителĕ те, врачĕ те, инженерĕ те пур. Паянхи кунччен те Чуманкасси ялĕнче пурăнать ватă ветеран.

Вязовсен кĕçĕн ывăлĕ Коля, чăвашла каласан Микулай, 1926 çулта çуралнă. Вăрçăччен Свердлов ячĕпе хисепленекен колхозра вăй хунă: лашапа вăрман турттарнă, Шупашкара тырă ăсатнă. 1943 çулта вăрçа тухса кайнă. Çулталăк çурă ытла пехотăра пулеметчик пулнă. Унтан ăна авиацине стрелок пулма илсе каясшăн пулнă, анчах çамрăк каччă комисси витĕр тухайман. Вара вăл водительсен курсне пĕтернĕ те Китайпа Корея чиккине вăрçă хатĕрĕсене турттарнă. Вăрçă чарăнсан та часах киле таврăнайман. 1949 çулччен Корейăра, кайран Ворошилов хулинче çар службинче тăнă. Ултă çул хушши "Судебекер" маркăллă машинăпа ĕçленĕ. Яла вара 1951 çулхи çу уйăхĕнче аслă сержант званийĕпе таврăннă. Вăл салтакран таврăнсанах ашшĕ çĕре кĕнĕ.

Вăрçă хыççăн колхозра  шофер пулса, кайран МТСра, Атапайĕнчи сысна фермин заведующийĕ пулса, газооператор пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕпе пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ.

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Николай Дмитриевич 78 çул тултарчĕ. Хисеплĕ ветерана ырлăх-сывлăх сунса, татах та нумай-нумай çул хушши пурăнма сунса вырăнти администраци, шкул ачисем асăнмалăх парнесем парса тата илемлĕ юрăсем юрласа саламларĕç.

Манса каяс марччĕ вăрçă ветеранĕсем çинчен, çулсерен вĕсем сахаллансах пыраççĕ. Çавăнпа та вăхăтра, пурăннă чух, мĕн вăй çитнĕ таран пулăшасчĕ.

   

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика