Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сыватнăшăн

30 декабря 2004 г.

 

Районти тĕп больница ĕçченĕсем çынсене (вăл ача-и, çамрăк-и е ватă-и) сиплесе  ура çине тăратас тĕлĕшпе  чăннипех ырми-канми тăрăшаççĕ. Çапла калама вара сăлтавĕ те çук мар. Сывлăх начарланнипе çак больницăри хирурги уйрăмĕнче выртса тухма тÿр килчĕ. Кунта вăй хуракансем тăрăшнипех часах сывалса ура çине тăтăм. Çакăншăн манăн уйрăмах Николай Алексеевич Кожевников хирурга чун-чĕререн ăшшăн тав тăвас килет. Операцие кĕске вăхăтра тата ăнăçлă ирттерчĕ. Вăл Хуракасси Выççăлккинче çуралса ÿснĕ. Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухсан, 1992 çулта Шупашкарти Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Унтан 1998 çулта ăнăçлă вĕренсе тухнăранпах районти тĕп больницăра уролог пулса вăй хурать. Вăл тăрăшуллă та сăпайлă. Николай Алексеевич хирург хăйĕн патне пыракансене ăшшăн кĕтсе илет, тимлĕ итлет, сывлăха сыхлама кирлĕ сĕнÿсем парать. Эмелпе сыватма тÿр кимесен, операци туса та пулăшать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе сипленсе тухнисем кăмăллă.

Çак кунсенче Н.А. Кожевниковăн паллă кун пулчĕ: 30 çул тултарчĕ. Çав ятпа ăна ăшшăн саламласа, çирĕп сывлăх, телейлĕ кун çул, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Çак уйрăмри операци сестрине С.Г. Алексеевана, И.А. Воробьев анестезиолога, И.А. Софронова аслă медсестрана, ытти сывлăх хуралçисемпе пĕрле санитаркăсене тав тăвас килет.

Больницăра ăшă та тирпейлĕ. Вăхăтра апатлантараççĕ. Сиплеме лайăх условисем туса панă. Çакăншăн районти тĕп больницăн тĕп врачне, районти депутатсен Пухăвĕн депутатне В.Г. Данилова та чĕререн тав туса малашне те ĕçре ăнăçу, ырлăх-сывлăх, телей сунас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика