Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕк ĕмĕр ахаль иртмен

30 декабря 2004 г.

 

Кашнин пурнăçĕ унăн ачалăхĕнчен пуçланать. Вăл мĕнле çын пуласси ясли-садсен ĕçĕпе тÿреммĕнех çыхăннă. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче тимлекенсем чи пĕчĕккисен тавракурăмне ÿстерес, гигиенăн тĕрлĕ хăнăхăвĕсене парас, вĕсен сывлăхне упрас тата пиçĕхтерес тĕлĕшпе хăйсен ăс-тăнне, чун ăшшине, ырă кăмăлне, чăтăмлăхне илемлетеççĕ. Çакна районăн ача сачĕсенче ĕçлекенсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ.

Сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче районта ача сачĕсем туса хута ярас ĕç анлăн сарăлнă. Кашмашри тата Юнкăри ача сачĕсене пĕр вăхăтра тума тытăннă.

Юнкăри «Рябинушка» ача сачĕ иртнĕ эрнере хăйĕн 25 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна «Новая Юнга» хуçалăха Л.Б. Царев ертсе пынă вăхăтра Н.А. Гусак ертсе пыракан «Моргаушская» СМУ тунă. «Новая Юнга» хуçалăх та садик тăвас ĕçре нумай        пулăшнă, ĕçлекенсемпе те тивĕçтернĕ. Ку вăхăтра садика хастар та пултаруллă, ĕçчен те тимлĕ хĕрарăм – В.М. Бархаткина ертсе пыма тытăннă. Вăл хăйĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр, канăçа çухатса садика тивĕçлĕ ĕçченсемпе, оборудованипе тивĕçтерессишĕн тимленĕ, ачасене йышăнма тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе тăрăшнă. Çапла майпа мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă.

1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче «Рябинушка» ача сачĕ уçăлнă. Малтанах пĕр ушкăн йĕркеленĕ, пĕр эрнерен тепĕр ушкăн, ун хыççăн – тата ыттисене. Çапла майпа пĕр çулталăк хушшинче 140 ача вырнаçмалăх садика 150 ытла ача йышăннă. Пурне те валли вырăн çитмен.

Малтанах кунта Е. Степанова, Л. Шутеева, В. Вазикова, Е. Савельева т. ыт. те ĕçлеме пуçланă. Воспитатель ĕçĕ чăннипех питĕ кăткăс, вăл кашнинчен професси ăсталăхне ыйтать. Ачасене юратни вара чи малти вырăнта тăрать. Вĕсем чи пĕчĕккисене шухăшлама, сăнама вĕрентсе, шкула кайма хатĕрлесе ачасен малашлăх çулне уçса пыраççĕ.

Малтанхи çулсенче ĕçлеме йывăр пулнă, ятарлă литература, дипломлă специалистсем сахал пулнă.

Каярахпа кунти садика «Солнышко» ача садĕнчен Л.М. Илугинана чĕнсе илнĕ, вăл та воспитательсене нумай сĕнÿсемпе пулăшнă. Майĕпен воспитательсем пурте  дипломлă специалистсем пулса тăнă. Туслă коллектив хуçалăхра, районта иртекен мероприятисене активлă хутшăннă, ăсталăхне ÿстерсе пынă. Садик ертÿçи Л.М. Илугина чăннипех ăста-педагог ертÿçĕ пулнине ĕçпе çирĕплетнĕ, ырă ят çĕнсе илнĕ. Вĕсен паха опычĕпе нумаййăн килсе паллашнă.

Хальхи вăхăтра кунта икĕ педагог 1 категорипе, 3-н – 2 категорипе ĕçлеççĕ. Садик ушкăнĕсем – 4, вĕсенче 80 ача. 1-3 классене 60 ача çÿрет. Ертÿçĕ пулса Е.О. Михайлова тăрăшать.

Юбилей ячĕпе декабрĕн 24-мĕшĕнче кунта савăнăçлă пуху пулчĕ. Малтанах пухăннисене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова саламларĕ, воспитатель ĕçĕ пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, ырă ĕçĕсемшĕн тав турĕ. Вăл район администрацийĕн ячĕпе коллектива Тав çырăвĕ пачĕ, телевизор парнелерĕ, пултаруллисем район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотине, Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Юбилярсене уявра вĕрентÿ тата çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕ ячĕпе Л.Г. Федорова, Юнкă ял администрацийĕн пуçлăхĕ С.В. Ермаков т. ыт. те саламларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

Вăл вăхтра садика епле туса хута янине  Л.Б. Царев тата В.М. Бархаткина ветерансем аса илчĕç.

Уяв ячĕпе илемлĕ ташă-юрă та сахал мар пулчĕ кунта.

«Рябинушка» ача сачĕн коллективĕ юбилее ирттерме пулăшнă спонсорсене, «Чувашхлебпродукт» предприятие (ертÿçи В.И. Вязов) «Новочебоксарский хлебзавод» ГУП тата ентешлĕх ертÿçине А.И. Федотова, «Моргаушская» МСОна (В.В. Коротников), Н.Л. Царева тата «Вита» ОООна тав тăвать.

Уяв иртрĕ, умра - çĕнĕ тĕллевсем, плансем. Ăнăçу пултăр вĕсене пурнăçа кĕртме хастар коллектива.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика